Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тĕллев - хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси

12 декабря 2017 г.

Террорла хăрушлăхпа, экстремистла шухăшпа çыхăннă пулăмсене паян кашнийĕн асăрхама, кирлĕ пулсан ăна парăнтарма пĕлмелле, хатĕр те пулмалла. Мĕншĕн тесен пурнăçра пысăк инкек яланах пĕчĕккинчен пуçланать. Е тата нимĕнле вăрă-хурах та чăн малтанах банк çаратма кĕмест, сарăмсăртарах лару-тăрура хăйне валли пайта шырать... Çакнашкал хăтланусене уйăрса илсе курма пĕлни паян пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Юлашки çулсенче терроризмпа çыхăннă хыпарсем МИХсем урлă çынсен хушшинче хăвăрт саланаççĕ. Шел пулин те хальхи вăхăтра чуна çỹçентерекен темăна шкул ачисемпе çеç мар, ача садне çỹрекенсемпе те хускатма, çĕршыв шайĕнчи çак ыйтăва ăнлантарма тивет. Урăхла каласан, паян республикăри, районти ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсемпе пĕрлех вĕрентỹ учрежденийĕсене те хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси - тĕп тĕллев. Ахальтен мар ĕнтĕ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕренỹ çулĕ умĕн йĕркеленĕ регионти террора хирĕç кĕрешес тата оперативлă штабăн пĕрлехи ларăвĕнче çапла каларĕ: "Пирĕн мĕн пур вăйсене пĕрлештерсе халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессишĕн çине тăрса ĕçлемелле. Республика территорийĕнче пурăнакансен пăшăрханма нимĕнле сăлтав та ан пултăр. Тимлĕхе пĕр самантлăха та куçран вĕçертме юрамасть". Çав вăхăтрах вăл çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче мĕн пур объектсенче сыхă тăмаллине, шкулсенче ятарлă вĕрентỹпе воспитани урокĕсене йĕркелесе ирттермеллине те çивĕчлетрĕ.

Ку тĕлĕшпе пирĕн районти шкул коллективĕсенче мĕнлерех ĕçсем туса пыраççĕ-ха? Çак тата террорла ĕçпе çыхăннă ытти ыйтупа кăсăкланса Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта пултăмăр.

Уроксем пынă вăхăтра шкула ял тăрăх пуçлăхĕпе Н. Раськинпа юнашарах пырса кĕтĕмĕр пулин те пире малалла ирттермерĕç. "Йĕрки çавăн пек", - терĕ лăпкăн çеç дежурнăй техничка.

- Шкулта директортан пуçласа учительсене, техперсоналсене, ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессишĕн яланах çапла хатĕр тăратпăр. Видеосăнав урлă шкул йĕри-таврашĕнчи пурнăçăн кашни самантне шута илсе, сăнаса тăратпăр, - хăйĕн ĕçтешĕн шухăшне малалла тăсрĕ шкул директорĕ Т. Калашникова. Ун хыççăн пире Татьяна Валериановна объектăн хăрушсăрлăх паспорчĕпе, кашни чĕрĕкрех ачасене "инкекрен, хăрушлăхран" эвакуацилемелли графикпа, терроризмпа çыхăннă ытти мероприятисен планĕсемпе паллаштарчĕ, вĕсем пирки каласа пачĕ. Çак ĕçшĕн чылай çул ĕнтĕ ОБЖ вĕрентекенĕ В. Бородкин яваплă. Шкулта асăрхаттару сирени кăшкăрса ярсан кашни вĕренекен (вĕсемпе пĕрле ача садне çỹрекенсем те тухаççĕ) хăвăрт тата пăлханмасăр пĕлỹ çуртĕнчен тухаççĕ. "Иртнĕ эвакуаци вăхăтĕнче эпир 2 минут та 1 секкундра урама тухса, линейкăна тăрса ĕлкĕртĕмĕр. Ун пек чухне чи пĕлтерĕшли - çухалса кайманни",- хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ пĕр хастар волонтер пирĕн калаçăва хутшăнса.

Кăçалхи юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен, влаç органĕсен пресс-службисен, регионти йĕрке хуралĕпе çыхăннă ведомствăсен представителĕсемпе йĕркеленĕ семинара хутшăннă май, опытлă психологсемпе экспертсем терроризмпа экстремизм тымарĕсене кăклас тесен ăна хирĕç кĕрешессипе тимлекен оперативлă штаб тата комисси ятарлă кирлĕ мерăсем йышăнма яланах хатĕр пулнине пĕрре мар илтме тỹр килчĕ. Ку тĕлĕшпе Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕрентỹпе воспитани ĕçне начар мар йĕркелесе пыраççĕ. Кунта видеосăнав, сигнализаци, пушар сỹнтермелли хатĕрсем пурте вырăнта. Ял тăрăхĕпе вăтам шкул коллективĕ пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени те сисĕнет. Шкулта çеç мар, культура учрежденийĕсенче те граждансене тĕрлĕ лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмалли пирки асăрхаттаракан стендсем йĕркеленĕ. Урăхла каласан, терроризм сĕмĕпе пулакан инкеке, пысăк хуйха парăнтарма мар, унтан асăрханма çăмăлтарах. Тăнăç пурнăçшăн пурин те пĕрле кĕрешмелле!

А. ЕГОРОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика