Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ - юратура

01 декабря 2017 г.

Çак кунсенче Шупашкарти Чăваш патшалăх ỹнер музейĕнче нумай çул пĕрле пурăнакан çемьесен республикăри "Манăн çемье - манăн тĕрек" фестивалĕ иртнĕ. Унта Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче кĕмĕл, ахах, мерчен, изумруд, кевер туйĕсене паллă тăвакансене чысланă.

Чыслă мероприятие пирĕн районти Нăрваш Шăхалĕнчи Бородкинсен çемйи те хутшăннă. Василий Михайловичпа Александра Терентьевна пĕр сукмакпа утма пикенни кăçал 55 çул çитрĕ. Хастар та пултаруллă мăшăр общество пурнăçĕнче те ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Вĕсем юрă-ташăра çеç мар, спортра та маттур. Кăтартуллă мăшăр хăйсен ачисене çеç мар, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене те (вĕсем 15ĕн) хăйсем пек ырă çынсем пулса ỹсме, çемье телейĕн вăрттăнлăхĕ пысăк юратура пулнине ăса хывма вĕрентеççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика