Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ашшĕ - ыраш хăмăлĕ, амăшĕ - ун кăмăлĕ"

21 ноября 2017 г.

Çапла хак парас килчĕ Нăрваш Шăхалĕнче 50 çул пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланакан хисеплĕ те юратуллă çемьене. Иртнĕ шăматкун, чỹк уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Николай Алексеевичпа Светлана Васильевна Исаевсене ылтăн туй ячĕпе чи ырă та ăшă сăмахсемпе саламлама районти ЗАГС пайне юратнă ачисемпе, мăнукĕсемпе, ытарайми тăванĕсемпе пĕрлех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Л. Кузнецов, район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти самоуправлени органĕ- семпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ А. Куданова, Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Раськин, ялти вăтам шкул директорĕ Т. Калашникова хутшăнчĕç. Юбилей мероприятинче Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕ, Николай Алексеевичпа Светлана Васильевнăн аслă ывăлĕ Юрий Николаевич та пулчĕ, вĕсене чун панă çынсем пуриншĕн те ырă тĕслĕх, малалла та хавхаланса пурăнмалли стимул пулнине пĕрре мар асăнчĕ. Çакнах тухса калаçакан кашни çын тĕп вырăна хучĕ.

Ĕçчен те тирпейлĕ, пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ мăшăра пĕрисем, ваттисем калашле, "çỹпçипе хупăлчи", теприсем "урамра та, вăрманта та, лавккара та пĕрле", виççĕмĕшсем "мăшăр кăвакарчăн" тесе танлаштарчĕç. Лайăх çынсем пирки калакан ырă сăмахсене итленĕçем итлес килет... Мăшăрлану керменĕнче пĕрин хыççăн тепри янăракан чуна пырса тивекен хаклавсем пурте Исаевсен çирĕп те тĕреклĕ, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕхлĕ çемйине пысăк хак пани пулчĕ. Николай Алексеевичпа Светлана Васильевна 50 çул пĕрле утса тухнă çул-йĕрĕ сумлă, пархатарлă, хисеплĕ. Çак савăнăçлă уява республикăра паллă тăвакан Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне, ра-йон 90 çул тултарнине, Раççейри ЗАГС органĕсем йĕркеленни 100 çул çитнине халалланă.

Кĕскен "çамрăк мăшăрпа" паллаштарар. Çемье пуçлăхĕ - Николай Алексеевич Исаев - 1943 çулта Нăрваш Шăхалĕнче çуралнă. Ытларах хуçалăхра водительте ĕçленĕ, хуçалăх фермине выльăх апачĕ турттарнă. Шăпах çав вăхăтсенче вăл кỹршĕ ял хĕрне - Светланăна - куç хывнă та вĕçертмен. Каярахпа, пĕр-пĕрин туйăмĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн, çамрăксем туй кĕрлеттереççĕ.

Исаевсем виçĕ ача çуратса ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Паян вĕсем хăйсен чун тĕпренчĕкĕсемпе чăнласах та савăнаççĕ. Акă, асли- Юрий Николаевич - филологи наукисен докторĕ, доцент. Халĕ Чăваш Республикин вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕ пулса вăй хурать. Мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ.

Галина Николаевнăпа Елена Николаевна та пурнăç çулĕ çинче çирĕп тăраççĕ. Пĕри _ повар специальноçне алла илнĕ, çемйипе Етĕрнере тĕпленнĕ, мăшăрĕпе икĕ ача воспитани параççĕ. Тепри И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн филологи уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн малтан шкулта тăрăшнă, халĕ Шупашкар хула администрацийĕнче вăй хурать. Вăл та çемьеллĕ, мăшăрĕпе ывăл çитĕнтереççĕ.

Аллă çул хыçа юлнă хыççăн пĕр-пĕрне ылтăн çĕрĕ тăхăнтартнă мăшăрăн малашне те хавхаланса, савăнса пурăнма сăлтавĕ пысăк: ял-йыш хисеплет, сума сăвать, ачасем юратаççĕ, куçран та вĕçертмеççĕ. Паян вĕсен тавра пилĕк мăнук, мăнукĕн икĕ ачи! Кунтан пахи пурнăçра тата мĕн кирлĕ? Изумруд туйччен (55 çул хыççăн) пурăнма сывлăх çеç пултăр Николай Алексеевичпа Светлана Васильевнăн. Сăмах май каласан, Патăрьел район ЗАГСĕн историйĕнче 75 çул пĕрле пурăнса юбилей паллă тунă мăшăр та пур!

А. ЕГОРОВА

Хаклав

Николай Исаев:

- Мăшăрăмпа 50 çул килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пурăннин вăрттăнлăхне кĕскен уçса парасшăн. Çакă уйрăмах паянхи çамрăксемшĕн усăллă пулĕ. Пурнăçра яланах пĕр-пĕрне каçарма пĕлĕр, кỹренỹллĕ япаласене пуçĕпех манăр. Ун пек чухне çемьере нихăçан та кашăк-чашăк шакăртатмĕ.

Цифрăсемпе фактсем:

Кăçал пирĕн районта 50 çул пĕрле пурăнакан 46 çемье хăйсен ылтăн юбилейне паллă тăвать.

37 мăшăр 55, 12 мăшăр 60 çул пĕрле пурăнаççĕ.

Паянхи кун Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 190 çĕнĕ çемье çавăрнă.

Ку таранччен районта 303 ача çуралнă. Вăл шутра 159-шĕ арçын ача, 144-шĕ хĕрача.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика