14 июля 2017 г.
Юлашки вăхăтра килĕшỹллĕ çемьесем патне патшалăх ытларах тимлĕх уйăрма пуçларĕ. Кăçалхи Амăшĕпе Ашшĕн çулталă- кĕнче уйрăмах сисĕнет. Пĕр-пĕринпе нумай çул шăкăлтатса пурăнакан мăшăрсене медальсемпе орденсем те парса хавхалантараççĕ. Вĕсене Юхма ен хастарĕсем те тивĕçеççĕ. 2008 çултанпа çак чыс 40 яхăн çемьене пỹрнĕ. Вăл шутра "Юратупа шан- чăклăхăн" медале 27, орденне _ 7, "Ашшĕ- амăшĕн" мухтавĕ ордена тата медале икшер мăшăр илнĕ.
Ку хутĕнче вара районти Мăшăрлану керменĕнче Упамсари 60 çул пĕрле пурăнакан Александрăпа Виталий Леонтьевсене, Хирти Пикшикри 58 çул юнашар утакан Мединепе Рамиль Мануровсене, Нăрваш Шăхалĕнчи 55 çул пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланса кун-çула малалла тăсакан Александрăпа Василий Бородкинсене, аслăраххисен ырă тĕслĕхне илсе çемье тĕввине 25 çул каярах çыхнă Шăнкăртамри Фанияпа Наиль Бурчаклысене чысларĕç. Вĕсене çак ятпа тата Çемье, юрату, шанăç кунне уявланă май район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, Турхан, Шăнкăртам, Пикшик, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина, çывăх çыннисемпе тус-тăванĕ саламларĕç.
Кашни çемье пирки ăш сăмах каламалăх пурах. Упамсари Александра Петровнăпа Виталий Степанович Леонтьевсене "Юратупа шанчăклăхшăн" орденпа чыслани çинчен маларах хаçатра çырнăччĕ. Ашшĕпе амăшне хĕрĕсем саламласа савăк юрă парнелерĕç.
_ Аттепе анне пире (ăрăва малалла тăсакансенчен кашнийĕшĕ аслă шкулта вĕреннĕ) вĕрентсе тивĕçлĕ воспитани панă,_ терĕ Хирти Пикшикри Медине Имальтдиновнăпа Рамиль Хайдарович Мануровсене тав туса ачисенчен пĕри. "Юратупа шанчăклăхшăн" медаль пачĕç вĕсене.
Çавăн пекех Нăрваш Шăхалĕнчи Бородкинсем те çак чыса тивĕçрĕç. Александра Терентьевнăпа Василий Михайлович 55 çул пĕр сăмахра, килĕштерсе пурăнаççĕ. Виçĕ ача ỹстернĕ вĕсем. 7 мăнукĕпе, 7 кĕçĕн мăнукĕ- пе савăнаççех. Çакна хăйĕн сăмахĕнче Василий Михайлович та палăртрĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, пĕр-пĕрне ăнланни, хисеплени, юратни пĕрлехи пурнăçа малалла тăсать те ĕнтĕ.
Орденпе медаль илнисене В. Бородкин ертсе пыракан "Утмăлтурат" ансамбль саламларĕ.
Çак залрах тата Шăнкăртамри Наиль Нурулловичпа Фания Минсеитовна Бурчаклы çемйине Чăваш Республика Пуçлăхĕн Тав çырăвне пачĕç.
Кашни çемьен патвар ачасем ỹсеççĕ. Анчах мăшăрсен çулĕсем çеç таçта васкаççĕ. Кашнийĕшĕ çĕр çине ырă йĕр хăвараççĕ аслисем. Хăйсене çакнашкал чысланăшăн район, республика ертỹçисене чунтан тав тăваççĕ вĕсем.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)