Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă çимĕç сывлăхшăн, ырă сăмах чĕрешĕн

04 июля 2017 г.

Повар. Чылай хĕрарăм çак профессипе тỹрремĕнех çыхăннă. Çемьешĕн кун каçа мĕн тĕрлĕ апат хатĕрлемест-ши вăл? Хăш чухне йăлăхтарса та çитерет çак ĕç. Тепрехинче, тутлăраххине е урăхраххине хатĕрлес тесен хушма ингредиентсем алă айĕнче çук тата ытти те.

Нăрваш Шăхалĕнчи Г. Ульянова вара килте çеç повар мар. 27 çул Галина Александровна ялти вăтам шкул столовăйĕнче ĕçлет. Миçе хуран яшка, миçе кастрюль пăтă, миçе тирĕк салат хатĕрленине никам та шутласа кăлараймасть. Чей е компот вĕретесси питех ăсталăх ыйтмасть-ха ĕнтĕ.

_ Раççей шайĕнчи чемпионатсем, республика пĕлтерĕшлĕ турнирсем, район ăмăртăвĕ-сем сахал мар иртеççĕ пирĕн тăрăхра, _ тет Г. Ульянова. _ Инçе çула çывăхлатса килекенсене нихăçан та çăкăр-тăварпа сăйламасăр кăларса яман.

Шăхальсем спортпа туслах çав. Кунтан ку енĕпе паллă çынсем сахал мар тухнă. Вĕсен ячĕпе иртеççĕ те ĕнтĕ сумлă ăмăртусем. Унта хутшăнакансемсĕр пуçне вĕсен тренерĕсем, хавхалантараканĕсем сахал мар килеççĕ. Пурте столовăйĕнче ăстасем хатĕрленĕ апата ас тивсе пăхаççех.

Шкул ачисем вĕренỹ çулĕ тăршшĕпех апатланаççĕ. Кайран тата кану лагерĕсем уçăлаççĕ. Юсав ĕçне хутшăнакан производство бригадисем ĕçлеççĕ...

_ Виççĕ сиктерсе илнипех яшка пиçмест. Вăл сĕтеклĕ пултăр тесен нумай вĕретмелле. Çавăнпа та ачасенчен чылай маларах çитмелле шкула,_ тет пĕрле ĕçлекен Т. Митрофанова повар пулăшуçи.

Апатланакан зал та, апата хатĕрлекен вырăн та ирĕк кунта. Оборудованисем çĕнĕ. Вĕсене ятарлă программăпа килĕшỹл-лĕн тивĕçтернĕ. Ларса çимелли сĕтел-пукан меллĕ. Маларахри çулсемпе танлаштарсан чылай улшăну пулнă. Апата техĕмлĕрех хатĕрлеме условисем тивĕçтереççĕ. Çакă хавхалантаратех.

_ 8 класс вĕреннĕ хыççăн Оренбург облаçне çул тытнăччĕ. Çамрăк чухне инçе çула каяс килет-çке. Романтика илĕртет. Унта повара вĕрентĕм. Халĕ çак профессине районта та алла илме пулать.17 çултах ĕçе пикеннĕ вара,_ калаçăва тăсать Галина Александровна.

Ял каччиех куç хывнă ăна. Мăшăрĕпе 3 ача çуратса ỹстернĕ вĕсем. Ывăлĕсем çар еннелле туртăннă. Пĕри Мурманскинче, тепри Тюмень облаçĕнче ĕçлеççĕ. Хĕрĕ _ Шупашкарта. Вăл та апат пĕçерес енĕпе амăшĕнчен пĕрре те юлмасть.

Килĕшекен апат тутă тытать, кăмăла çĕклет, ĕçлес кăмăл-туйăма ỹстерет. Çакна шута илет кашнинчех Г. Ульянова. Çавăнпа менюри блюдăсем техĕмлĕ пулччăр тесе тăрăшать. Вĕсем çынна килĕшнине вара кăмăлтан тав туни çирĕплетет.

А. АСТРАХАНЦЕВА. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика