28 апреля 2017 г.
Тăван чĕлхе _ таса çăл куçĕ.
Тăван чĕлхе _ телей шевли,
Тăван чĕлхе çĕн алăк уçĕ
Куллен кунах пире валли.
Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта Чăваш чĕлхи кунне халалласа "Сарпи вулавĕсем" пултарулăх кунĕ иртрĕ. Вăл кăçалхипе 16-мĕш хут пулчĕ.
Унта сумлă хăнасем чылайăн килнĕ. Республикăри вĕрентỹ министрĕ Ю. Исаев (ỹкерчĕкре) малтанах район администраци пуçлăхĕпе Р. Селивановпа тĕл пулчĕ. Юрий Николаевич районти пĕтĕмĕшле вĕрентỹ системипе, шкулсенчи лару-тăрупа, вĕренекенсен çитĕнĕвĕсемпе кăсăкланчĕ. Районти шкулсенче республикăра Чăваш чĕлхи кунне уявлани хамăрăн тăван чĕлхене, чăваш халăхне хисепе хунине палăртрĕ. Чĕлхе _ тăван халăхăн сыхланса юлнă чаплă пурлăхĕ, районти шкулсемпе ача сачĕсенче педагогсен чă-ваш халăх йăли-йĕркине шута илсе, несĕлĕмĕрсен культурине, вĕсен аваллăхĕпе историне асра тытса, çитĕнекен ăрăва кăмăл-сипет енчен тĕрĕс çитĕнтерсе çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе тăрăшмаллине палăртрĕ.
Ачасем патĕнче тĕл пулăва вĕрентỹ министрĕ Ю. Исаев, республикăри вĕрентỹ институчĕн проректорĕ С. Петрова, чăваш халăх поэчĕ Ю. Сементер, Раиса Сарпипе Альбина Юрату сăвăçсем, район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова хутшăнчĕç. Вăйă карти спортзала юрласа саркаланса кĕчĕ. Кунта кĕçĕннисенчен пуçласа аслă классенче вĕренекенсем таранах илемлĕ чăваш кĕписемпе, тухьясемпе, тĕрĕллĕ тутăр-саппунпа çаран çинчи илемлĕ чечексене аса илтерчĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те, ялти фольклор ушкăнне çỹрекенсем те айккинче юлмарĕç, вăйă картине хаваспах тăчĕç.
Уяв малалла чăваш тĕррисемпе тата тĕрлĕ картинăпа илемлетнĕ залра тăсăлчĕ. "Алран кайми аки-сухи" чăваш халăх гимнне пурте пĕрле юрланă хыççăн шкулта вĕренекенсем чăваш чĕлхи илемĕ, унăн хăвачĕ çинчен сăвăсем янăратрĕç. Иван Яковлев халалне тĕрлĕ чĕлхепе вуласа панине итлеме кăмăллă пулчĕ. Ăна Н. Михайлова чăвашла, С. Васильев вырăсла, Т. Терентьева акăлчанла шакăлтаттарчĕç.
Вĕрентỹ министрĕ Ю. Исаев уявпа кăмăллă пулнине палăртрĕ. "Хамăрăн тăван чĕлхене хамăрăн хисеплемелле, чăвашла вăтанмасăр калаçмалла, çакăн пек мероприятисем тăтăшах ирттермелле", _ тесе пĕтĕмлетрĕ. Никита Бичуринпа Çеçпĕл Мишши портречĕсене шкула асăнмалăх парнелерĕ.
Конкурса хутшăнакансем "Раиса Сарпи тата Альбина Юрату сăввисене вуласси" номинацире тупăшрĕç. Чи лайăх вулакансем Кивĕ Ахпỹртри тĕп шкулти Д. Титова, А. Логунова, Ю. Мальцева (ертỹçисем М. Ярусова, Н. Салмина, М. Табакова), Нăрваш Шăхалĕнчи Т. Павлова (Н. Павлова), Туçари В. Николаева (В. Яковлева) пулчĕç.
Вĕсен сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене юрлассипе Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти И. Салахутдинова (Н. Иванова), Сăкăтри Е. Мердина (Е. Анюрова), Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти М. Галкин (С. Солдатова) палăрчĕç.
Иван Яковлев калавĕсем тата Раиса Сарпи юмахĕсем тăрăх хатĕрленĕ инсценировкăсемпе Первомайскинчи 6 класра вĕренекен артистсене çитекенни (В. Савинова) пулмарĕ.
Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн методисчĕ Е. Перепелкина Хисеп хучĕсемпе тата дипломсемпе чысларĕ. Раиса Сарпипе Альбина Юрату хăйсен кĕнекисене парнелерĕç.
Хамăр корр
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)