21 апреля 2017 г.
"Ĕç çынна илем кỹрет", _ тенĕ ваттисем. Мĕн авалтан ĕç пурнăç тупсăмĕ, тĕллевĕ пулнă. Ĕç кăна пурнăçа малалла аталантарать. Чăвашшăн ĕç çынни яланах хисепре пулнă.
Çынсен ăста аллисем тем те тума пĕлеççĕ. Пĕрисем пỹрт купалаççĕ, сăрлаççĕ; теприсем тырă-пулă çитĕнтереççĕ, выльăх- чĕрлĕх пăхаççĕ; виççĕмĕшĕсем халăха тĕрлĕ енлĕ ташă-юрăпа савăнтараççĕ, вĕсен канăвне илемлетеççĕ. Пĕр çын та çĕр çинче ĕçсĕр пурăнма пултараймасть. Çанă тавăрса ырми-канми тăрăшакан çын яланах хисепре. Пирĕн асаттесемпе асаннесем авалах ĕçчен çынсем пирки: "Çын ĕçре пиçет, телей тупать", _ тесе каланă.
Çак сăмахсем Нăрваш Шăхаль ялĕнче пурăнакан Волкова (Тюлина) Галина Владимировнăпа Емельянова Анжела Алексеевнăна тỹрремĕнех пырса тивеççĕ тесе шутлатăп. Вĕсен ăста аллисем мĕн кăна тума пĕлмеççĕ-ши? Кĕпе-кофта, алса-чăлха, чĕнтĕрлĕ тутăр çыхаççĕ вĕсем, тĕрĕ тĕрлеççĕ, хутран тĕрлĕ япала аваççĕ (ăсталаççĕ): шкатулкăсем, пĕчĕк карçынккасем, çăкăр хумалли савăтсем, тĕрлĕ сувенир... Хăйсене валли çеç мар, тус-тăванĕсене те, пĕлĕшĕсене те, кỹршĕ-арша та парнелеççĕ ăста аллисемпе тунă япаласене.
Галина Владимировнăн та, Анжела Алексеевнăн та пысăк çемье. Галина Владимировна ватă ашшĕпе амăшне, сусăр йăмăкĕсемпе шăллĕне тата тепĕр йăмăкĕн ачисене те пăхать. Унсăр пуçне ырă та ачаш чĕреллĕ, ăшпиллĕ хĕрарăм хăйĕн тепĕр йăмăкĕн ачине усрава илнĕ. Пурне те тума ĕлкĕрет вăл, вăхăт çитмест, ывăнтăм тесе нăйкăшмасть.
Анжела Алексеевна вара Нăрваш Шăхаль ялне Тăвай тăрăхĕнчен качча килнĕ. Çумĕнче унăн çула çитмен 3 ача. Тумлантармалла та вĕсене, çитермелле те _ укçи-тенки те чылай кирлĕ. Анжела Алексеевна вара вĕсене хăй аллипе тĕрлĕ тумтир хăтласа парать: кĕпе те, кофта та, ăшă пальто та ăсталать вăл тĕпренчĕкĕсем валли. Çав вăхăтрах чун йăпанăçне те (хутран пĕтĕрсе тĕрлĕ сувенир тăвассине) алран ямасть.
Н. ПАВЛОВА, вĕрентекен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)