18 апреля 2017 г.
Нăрваш Шăхĕлĕнчи аслă çул çумĕнче Николай святитель ячĕллĕ чиркỹ никĕсне янăранпа темиçе хĕл те çу та черетленчĕ. Тĕрĕссипе унтанпа ял кăлависем те пĕрин хыççăн тепри пукансене улăштарчĕç. Усси сахал пулчĕ курăнать. Христос тĕнне ĕненекенсемшĕн чуна тасатакан храмра чан сасси ку таранччен те илтĕнеймест-ха... Ял халăхĕнчен укçа пуçтарни те, уйрăм меценатсен пулăшăвĕ, ытти сăваплă ĕçсем те кĕлĕ çуртне хута яма пулăшаймарĕç темелле.
Христосăн Çутă Чĕрĕлĕвĕ _ Çветтуй Мăнкун умĕн çак ĕç çĕнĕрен чĕрĕлнĕ, чиркỹ алтарĕн тăррине хитре шăвăçпа витнĕ. Ял хастарĕсем, çĕршывăн тĕп хулинче ĕçлесе пурăнакансем _ Владимирпа Александр Ахмеевсем, Александр Раськин, Олег Хмелев _ аслă праçникчен питĕ кĕске вăхăтра храмăн алтарь пайне, купол лартмалли вырăна тата ытти вак-тĕвек ĕçсене тирпейленĕ. Ĕçе хăвăртлатма ялти ытти хастарсем те пулăшнă. Çĕнĕ чиркỹ алăкĕ уçăлса пĕрремĕш кĕлĕ ирттериччен тата мĕн чухлĕ кĕтмелле-ши? Çакна, паллах, калама хĕн. Çапах та Аслă Мăнкун умĕн таврари халăх кар тăни харама ан кайтăр, ĕçĕ малаллах тăсăлтăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)