04 апреля 2017 г.
Ăна çак вăййа юратакансем вĕрентỹ ветеранне В. Аксакова асăнса виççĕмĕш çул ирттереççĕ. Унта вăтам шкулăн 1-11 класĕ- сене çỹрекенсем тата ял тăрăхĕнчи арçынсемпе хĕрарăмсем хутшăнаççĕ. Владимир Ильич хăй ĕçленĕ вăхăтра вĕрентỹ учрежденийĕн чысне районти тĕрлĕ шайри турнирта хỹтĕленĕ. Вăл чылай хутчен чемпион ятне çĕнсе илнĕ. 60-70-мĕш çулсенче кĕрлĕ-çурлă çанталăксенче Патăрьелне çуран кайса килнисем те сахал мар пулнă. Çапах та вăл çак вăййа выляма пăрахман, ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă.
Кăçалхи фестивале 104 çын явăçрĕ. Ăмăрту парадне уçма ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Раськин, шкул директорĕ Т. Калашникова, В. Аксаковпа нумай çул пĕрле ĕçленĕ вĕрентỹпе спорт ветеранĕ В. Бо- родкин хутшăнчĕç.
Кам кампа вылямаллине палăртса шăпа янă хыççăн вă-йăсем пуçланчĕç. 1-4 классенче вĕренекенсем çамрăк пулсан та интереслĕ вылярĕç. Тĕрлĕ комбинаци тума та вĕреннĕ вĕсем. 18 арçын ачаран чи пултарулли Г. Никитин пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Е. Ефимов, виççĕмĕшĕнче _ И. Яшкин. Çак классенчи хĕрачасем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Çивĕч тупăшура пуринчен те нумай очко пуçтарса А. Краснова çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Ун хыççăн 4 очкопа иккĕмĕш вырăна К. Алексеева, виççĕмĕшĕнче Е. Адикина йышăнчĕ.
5-8 классенчен А. Николаев чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Хĕрачасенчен Н. Николаева чи ăста вылярĕ. Аслăраххисем çиччĕн тупăшрĕç. Чи пултарулли К. Шайманова пулчĕ. Арçын ачасенчен А. Потапова çĕнтерекенни пулмарĕ.
Малалла турнирта хĕрарăмсем тупăшрĕç. Сакăр çынран иртнĕ çулхи çĕнтерỹçĕ И. Авинова чи нумай очко пуçтарчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Т. Михайлова, виççĕмĕшĕнче _ П. Лаврентьева.
Арçынсем пилĕк тур вылярĕç. Çĕнтерỹçĕ ятне Н. Афанасьев илчĕ. Иккĕмĕшне Н. Матвеев, виççĕмĕшне В. Кузьмин тухрĕç.
Мала тухнисем ятарлă грамотăсем, медальсем, кубоксем илчĕç.
В. МИХАЙЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)