Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăййа хĕрарăмсем те кăмăллаççĕ

14 марта 2017 г.

Нăрваш Шăхаль ял тăрăх администраци çумĕнчи хĕрарăмсен канашĕ пуçарнипе волейбол турнирĕ иртрĕ. Пĕлтĕр уяв ячĕпе "Хаваслă стартсем" спорт вăййи йĕркеленĕччĕ. Ăмăртусене, конкурссене çуллен улăштараççĕ. Вăйăсем сывлăха çирĕплетме, тавракурăма анлăлатма та пулăшаççĕ.

Волейболла выляса тупăшма 4 команда хутшăнчĕ: "Учительсен", "Пулевей Шăхальсен", "Нăрвашсен", "Вăрманхĕрри Шăхальсен".

Ăмăртăва хутшăннисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Раськин, шкул директорĕ Т. Калашникова, хĕрарăмсен совечĕн председателĕ В. Исакова ăнăçу сунчĕç. Шăпа янă хыççăн плошадкăна "Учительсемпе" "Вăрманхĕр- рисем" тухрĕç. Вĕрентекенсем 2:0 шутпа çĕнтерчĕç. Тепĕр тупăшура "Нăрвашсем" пуçаруллăрах пулчĕç. Çапла вара "Учительсем" малти вырăна тухрĕç. "Нăрвашсем" иккĕмĕш вырăнпа çырлахрĕç. Виççĕмĕшне "Пулевейсем" йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсене тата призлă вырăнсене йышăннă командăсене дипломсем парса чыс турĕç.

В. БОРОДКИН 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика