13 января 2017 г.
Нăрваш Шăхальсем спорт сезонне Мулендеевсен турнирĕнчен пуçларĕç. Ун хыççăн йăлана кĕнĕ тепĕр тупăшу вăл _ В. Бородкин ячĕллĕ волейболистсен ăмăртăвĕ. Кăçалхипе 23-мĕш хут иртрĕ. Ăмăртăва 8 команда хутшăнчĕ.
Турнира республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политика министрĕ Ю. Исаев, район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, ял тăрăхĕн ертỹçи Н. Раськин, шкул директорĕ Т. Калашникова, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем Н. Михайловпа Н. Еремеев уçма хутшăнчĕç. Сăмах илнисем уявсемпе саламларĕç, турнира çỹл- лĕ шайра ирттерме сĕнчĕç, Василий Михайловича çуралнă кунĕпе тата мăшăрĕпе Александра Терентьевнăпа 55 çул шăкăл-шăкăл ки- лĕштерсе пурăннă ятпа саламларĕç.
Вылякансене икĕ ушкăна пайларĕç. Пĕрремĕшĕнче _ Йошкар Олари университет ("Маргу"), Шупашкар хулинчи "Министры", "Инвал", Тăвай районĕнчи "Шимкусы", иккĕмĕшĕнче "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн, "Шыгырданы", "Сугуты", Нăрваш Шăхаль командисем пулчĕç. Ăмăртусем пуçланчĕç. Финалти вăйăсенче выляма кашни ушкăнран икшер команда тухрĕ. Вĕсем çаксем: "Паттăр", Сăкăтсен, "Маргу", "Министры". Турнир çĕнтерỹçи ятне тивĕçессишĕн пыракан тупăшу çав тери интереслĕ иртрĕ. Шупашкарсем епле тăрăшрĕç пулсан та кỹршĕсене çĕнтереймерĕç. Мари Республикин команди ăстарах вылярĕ. "Паттăр" ФСК спортсменĕсем виççĕмĕш вырăнта пулчĕç. Мала тухнă тата призлă вырăн йышăннă командăсене асăнмалăх кубоксем, медальсем тата грамотăсем парса чысларĕç.
Турнирта çулленех уйрăм спортсменсене 4 номинаципе чысласси йăлана кĕнĕ. "Чи лайăх вылякан" ята Ю. Гордеев (Шупашкар), "Чи лайăх тапăнса вылякан" _ Е. Патрушев (Йошкар Ола), "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" В. Кашта- нов (Патăрьел), "Чи лайăх пас паракан" Г. Макеев (Йошкар Ола) тивĕçрĕç. Вылякансенчен чи çамрăкки Нăрваш Шăхалĕнчи П. Павлов, чи асли Шупашкарти С. Суслинов пулчĕç. Пурте парнесене тивĕçрĕç.
В. МИХАЙЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)