Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çул турнирпа пуçланчĕ

10 января 2017 г.

 Нăрваш Шăхалĕнче С. Мулендеев пуçарнипе çулленех мини футбол турнирне ирттереççĕ. Кăçал та ял уявне 9 команда пуçтарăнчĕ.

Çивĕч кĕрешỹре иртнĕ çулхи пекех пĕрремĕш вырăна "Пулевей" команди тухрĕ, такана тивĕçрĕ. Иккĕмĕшĕнче _ футбол вăййине пуçаракан Муленде- евсен туслă йышĕ, автанлă пулчĕ. Студентсен команди те парнене çĕнсе илчĕ.

"Чи вăйлă бомбардир" А. Григорьев, "Чи ăста вратарь" _ А. Чебуков, "Чи хĕрỹллĕ вылякан" _ И. Сейфуллов, "Чи вăйлă "чирлекен" _ И. Мулендеева, "Чи аслă вылякан" В. Кузьмин пулчĕç. Вăйăсене А. Давыдов комментари парса тăчĕ.

Турнир ăнăçлă иртнишĕн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Раськин тата С. Мулендеев кăмăллă пулнине палăртрĕç.

А. ФРОЛОВ

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика