Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канлĕх тупрĕ салтак

09 декабря 2016 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çултан-çул хыçала юлса пырать. Кăçал эпир çĕнтерỹ тунăранпа 71 çул çитнине паллă турăмăр. Паянхи мирлĕ пурнăçшăн мĕн чухлĕ çын пуçĕсене хунă. Миçе хĕрарăм мăшăрсăр, миçе ача ашшĕсĕр, миçе амăшĕ ывăлсăр тăрса юлнине шутласа та кăлараяс çук. Ентешĕмĕрсем хăш вăрçă хирне выртса юлнине пĕлменни те пур. Нумаях пулмасть вара Нăрваш Шăхальсемшĕн чуна пырса тивекен мероприяти иртрĕ. Çак ялта çуралса ỹснĕ, 1942 çулхи январь уйăхĕнче вăрçа тухса кайнă августăн 4-мĕшĕнче Тверь облаçĕнчи Ржевск районĕнчи Полунино ялĕ çывăхĕнчи çапăçура пуçне хунă К. Савельев вилнĕ салтака тăван ял масарне чыслăн илсе килсе пытарчĕç. Çакна тивĕç те Константин Николаевич.

Паттăрăн тăван ял масарĕ çине килес çулĕ вăрăм пулчĕ. Унăн ỹчĕн юлашкийĕсене "Победа" шырав отрячĕн членĕ- сем кăçал çулла шыраса тупнă. Гильза ăшĕнче салтак хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ сыхланса юлнă. Вăл Чăваш Енрен пулни те паллă пулнă. Историне аса илсессĕн çак çапăçура 47 çын вилнĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ _ чăвашсем. Пĕри вара _ К. Савельев. Çакна экспертиза та çирĕплетнĕ.

Асăну вахти хупăннă май вилнĕ салтак юлашкийĕсене Мускава илсе килнĕ, çавна май Константин Николаевичăн тăванĕсем _ Г. Федоровпа С. Уль- янов _ çула тухрĕç. Декабрĕн 6-мĕшĕнче вара йăла-йĕркене пăхăнса тăван ялта ăна чыслăн пытарчĕç. К. Савельева "Застава святого Ильи Муромца" çарпа патриотла ыркăмăллăх фончĕн награда паракан комиссийĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн тăван çĕршыв хỹтĕлевçин ятне ĕмĕр асра хăварас тĕлĕшпе "Шагнувши в бессмертие" медальпе наградăламалла тунă.

Митинга ветерансем, çар служащийĕсем, район администраци, обществăлла организацисен представителĕсем, тăванĕсем, ял-йыш, шкул ачисем йышлăн пухăнчĕç. Тăван çĕршывăн хастар хỹтĕлевçине хисепленине палăртса район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Айзатуллов, "Труд" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Н. Михайлов, республикăри çар комиссариачĕн ветерансемпе ĕçлекен пулăшуçи А. Осипов, Раççейри шырав юхăмĕн ре- гионти пайĕн председателĕ Е. Шумилов, шырав отрячĕн республикăри правленийĕн председателĕ П. Просуков, Раççейри ветерансен канашĕн Шупашкарти уйрăмĕн представителĕ Л. Аванов, ЧР çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен пай пуçлăхĕ Е. Семенов, районти "Морское братство" ветеранĕ- сен канашĕн председателĕ А. Казенов, шкул директорĕ Т. Калашникова тухса калаçрĕç. Иоанн атте молебен ирттерчĕ.

Пĕччен тумалли ĕç мар çакă. Çавăнпа та ял халăхĕ Шупашкарти "Обряд" пĕрлешỹ директорĕн Н. Романовăн, республикăри вĕрентỹ, çамрăксен политика министрĕн Ю. Исаевăн, Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан В. Аксаковăн, А. Герасимовăн, С. Лялькин водителĕн, район администрацийĕн, çар комиссариачĕн, ытти хисеплĕ çынсен тивĕçлĕ тỹпине туйрĕ.

Оркестрăн хурлăхлă кĕвви чылайăшĕн куçĕнче куççуль кăларчĕ.

Никама та манман, нимĕн те манăçмасть чăнах та. Константин Николаевич Савельев ячĕ те вилĕмсĕр.

Чыслăн пытарнă салтакăн вил тăприне ялти шкулти волонтерсем пăхса тăма пулчĕç.

Н. РАСЬКИН, ял тăрăх пуçлăхĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика