16 сентября 2016 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕ лайăх аталанса пырать. Кунта ĕнесемпе пăрусене хĕл каçма апат çителĕклĕ янтăлама, рациона пуян тума тăрăшаççĕ.
Кăçал хуçалăхра 200 тонна утă, 2000 тонна сенаж пур. Халь силос хывма пуçланă. Вăл та 2000 тоннăран кая пулмасть. Сăмах май, çимене пĕлтĕрхинчен те ытларах хатĕр-ленĕ.
Механизаторта 30 çул ĕçлекен В. Петров тытса пыракан "Марал Е-281" комбайн куккурус хирĕпе мăнаçлăн пырать. Тураса вĕтетнĕ культура шыв пек юнашарти "ГАЗ-53" автомашина прицепĕ çине юхать. Пĕри тулсанах, теп-ри çитсе те тăрать. Выльăх апатне турттарма 6 техника хутшăнать, çавна май ĕç вăраха тăсăлмасăр кал-кал пырать. "Карап" та минутпа та пушă тăмасть. Çанталăк лайăх чухне куккуруса хăвăртрах пухса кĕртесшĕн.
Ешĕл апата Н. Лав- рентьев, Н. Юрмин тата В. Баскаков трактористсем хурçă "утпа" таптаççĕ. Силос пахалăхне М. Васильев зоотехник пăхса тăрать.
О. БЕЛЬДЕКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)