26 июля 2016 г.
Июлĕн 23-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта маунтинбайк енĕпе ха- тĕрлекен регионти Центра уçнă çĕре хутшăннă. Чăваш Енĕн тĕп хулинче икĕ кун спортăн çак тĕсĕн кросс-кантри енĕпе Раççей чемпионачĕ иртнĕ.
Мероприятие Патшалăх Думин вĕрентỹ енĕпе тимлекен Комитет Председателĕн çумĕ Алена Аршинова, республикăри физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР Патшалăх Канашĕн председатель çумĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, велоспорт-маунтинбайк енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тренерĕ Вячеслав Устинович, маунтинбайк енĕпе Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Олимп вăййисен пăхăр призерĕ, пирĕн ентеш, Нăрваш Шăхаль спортсменки Ирина Калентьева тата ытти хăнасем те хутшăннă.
Республика Пуçлăхĕ паян кучухнехи условисене тивĕçтерекен Центр уçнă ятпа саламланă май объекта федераци программипе килĕшỹллĕн тунине, çак тĕллевпе федераци тата республика бюджетĕнчен 440 миллион тенкĕ укçа кайнине палăртнă. Хăйĕн сăмахĕнче республикăра çакнашкал центр уçни Чăваш Ен спортăн çак енĕпе Раççе-йĕн пĕрлештернĕ командин Ирина Калентьева лидер çĕршывĕ, велосипед спорчĕ регионшăн спорт бази пулнине палăртнă.
Хаклав
"Çакă пулас спортсменсемшĕн питĕ пысăк телей. Эпĕ яланах çĕнтерỹ патнелле ăнтăлнă, пирĕн патăрта çакнашкал центр пуласса ĕмĕтленнĕ. Малашне çакăнтан тĕнче шайĕнчи спортсменсем тухасса шанатăп. Паян республика тата çĕршыв правительстви физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе питĕ нумай ĕçлеççĕ", _ тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Ирина Калентьева.
Сăмах май, Ирина Калентьева çуралнă ялта _ Нăрваш Шăхалĕнче _ маунтинбайкăн кросс-кантри дисциплинипе Раççей шайĕнчи ăмăрту йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Кăçал вăл вуннăмĕш хут иртрĕ.
"Юлашки çулсенче республикăра физкультурăпа тата спортпа туслашма лайăх майсем йĕркеленĕ. Эпир спортăн пĕр объектне те хупма е унăн профильне улăштарма памарăмăр! Федерацин тĕллевлĕ программин тата республикăн тивĕçлĕ программисен, çавăн пекех "Физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплекссем тăвасси" социаллă проект шайĕнче республикăра 50 ытла спорт сооруженийĕ тунă тата юсаса çĕнетнĕ. Паян республикăри 34 пин ытла ачапа çамрăк спорт шкулĕсене çỹрет".
(Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă çыруран).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)