22 июля 2016 г.
Нăрваш Шăхалĕнче маунтинбайкăн "кросс-кантри" енĕпе икĕ хутчен тĕнче чемпионкин, Пекинри çуллахи олимпиада вăййисен кĕмĕл призĕсене тивĕçнĕ, Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ, çак ялта çуралса ỹснĕ И. Калентьева ячĕпе Раççей шайĕнчи ăмăртăвĕ иртнĕ. Кăçалхипе вăл вуннăмĕш хут пулчĕ.
Çак савăнăçа пайлама чылайăн килнĕ. Çавна май пухăннисене район администрацийĕн строительство тата обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ Н. Краснов, республикăри велоспорт федерацийĕн президенчĕ, пирĕн ентеш В. Мулендеев, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Раськин, ялти вăтам шкул директорĕ В. Платонова, спорт ветеранĕ В. Бородкин, Ирина Калентьева амăшĕ Евдокия Ивановна Ягупова тата ыттисем те саламларĕç.
Ялти культура çурчĕ çумĕнчи С. Фролова аккомпаниатор ертсе пыракан "Асамат кĕперĕ" ансамбль чăваш халăхĕн янăравлă юррисемпе савăнтарчĕ.
90 ытла ăста спортсмен Чăваш Енрен, Мускав, Ленинград облаçĕсенчен, Самара, Санкт-Петербург, Нагорное хулисенчен килсе çитнĕ. Нăрваш Шăхаль трасси 10-30 çулхисемшĕн ют мар. Ăна унчченех йĕркеленĕ. Вăл спортсменсемшĕн кăмăллă, килĕшỹллĕ чупу çулĕ. Ăрăва тăсаканĕсене пăхса киленме ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ, чылайăн килнĕ. Хавхалантарăвĕ пысăк пулчĕ куракансен.
Ăмăртăва хутшăнакансене чыслани те асра юлчĕ. Чи кĕçĕннисем хушшинче Е. Юрмина (Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ), унтан ỹсĕм çулĕпе А. Андреев, В. Соколов, Т. Юрмина (Шупашкарти олимп резервĕсен 7-мĕш спорт шкулĕ), Д. Гордеева, М. Артемьев (Зеленодольск хулинчи Сестрорецк), А. Кудрявцева (Патăрьелĕн- чи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ), Е. Евграфов (Чăваш Ен), К. Ильина (Русвелори Сестрорецк), А. Стафилов (Нагорноери спорт шкулĕ) пĕрремĕш вырăна тухрĕç.
В. МИХАЙЛОВ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)