Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсталăхне туптать Нăрваш Шăхаль мăнукĕ

31 мая 2016 г.

Д. Мулендеев Шупашкарта пурăнать. Пиллĕкмĕш гимназире вĕреннĕ вăхăтрах вăл спорт гимнастикин секцийĕнче ăсталăх туптанă, аслисен пĕрремĕш разряд нормине пурнăçланă. Ашшĕпе пĕрле Атăл леш енчи ту-сăртлă çĕрте ярăнакан йĕлтĕрçĕсене курсан çак спорт енне куçас шухăшĕ çуралчĕ. Слоуп-стайлра спортсменăн сăртран çеç ярăнса анмалла мар, тĕрлĕ мăкăль çинчен сиксе сывлăшра кутăн-пуçăн çаврăнмалла, ятарласа лартнă карлăксемпе шуса анмалла. Паллах, çамрăкранах гимнаст е акробат пулмасан çакнашкал çаврăмсене тума пулмастех пулĕ тетĕп. Ача вара 8 класс хыççăн спортăн çак енĕпе çирĕп тĕллевлĕ ĕçлеме пуçларĕ. 2-3 çултах тĕрлĕ ăмăртура лайăх кăтартусемпе палăрчĕ. Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçрĕ.

Çултан-çул Дима хăйĕн ăсталăхне туптаса тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма пуçларĕ. 2014-2015 çулсенче çамрăксем хушшинче Раççей ша- йĕнчи тупăшусенче виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕ. Раççей спартакиадинче, Челябинск облаçĕнче тĕнче шайĕнчи тупăшура та пъедесталăн çак картлашки çинех улăхрĕ. Швейцаринче тĕнче кубокне çĕнсе илмелли ăмăртăва хутшăнма путевка çĕнсе илчĕ.

Д. Мулендеев халĕ И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн иккĕмĕш курсĕнче вĕренет, ашшĕ пекех шăл тухтăрĕ пуласшăн. Медицина наукисен кандидачĕ Сергей Васильевич шкулта вĕреннĕ вăхăтрах ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе самаях пысăк çитĕнỹ-сем тăватчĕ. Хăй виçе категорийĕнче темиçе хутчен район тата республика чемпионĕн ячĕсене çĕнсе илнĕ. Ялта пулса иртекен спорт мероприятийĕсене кăмăлтан хутшăнма тăрăшать. Шăхальсем 5-6 çул ĕнтĕ çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче мини футбол выляççĕ. Ăмăртăва пуçласа яраканĕ шăпах С. Мулендеев. Вăйă тăкакне те хăйсем çине илнĕ. Тĕп призĕ вара _ така.

В. БОРОДКИН

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика