17 мая 2016 г.
Пĕчĕк шарик вăййинче (пинг-понг) вылякансем Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшаççĕ. Ăмăрту шкулта 1991 çултанпа иртет. Ăна çав вăхăтри ертỹçĕ В. Кузьмин пуçарса янă. Вăййа хутшăнакансене ял тăрăхĕн ертỹçи Н. Раськин, вăтам шкул директорĕ В. Платонова саламларĕç.
Малтанах 5-8 классенче вĕренекенсем вылярĕç. Пĕрремĕшне К. Шайманова, иккĕмĕшне А. Михайлова, виççĕмĕш вырăна Е. Каюкина тухрĕç. 5-6 классенчи арçын ачасенчен К. Сергеев, Д. Никитинпа А. Андреев матур пулчĕç. 7-8 классенчен аслăраххисене çитекенни пулмарĕ. А. Васильев, Н. Селиванов, Д. Павлов пуринчен те ăста-мĕн.
10-11 классенчен малти вырăна К. Авинова, О. Михайлова, Е. Васильева йышăнчĕç. Арçын ачасенчен район шайĕнче иртекен ăмăртусенче те ăнăçлă вылякансем пур. Çĕнтерỹçĕ ятне вара П. Павлов илчĕ. Иккĕмĕш приза А. Григорьев тивĕçрĕ, Н. Шалтынов _ виççĕмĕш вырăнта.
Юлашкинчен супер-финал йĕркелерĕç. Кунта А. Васильевран П. Павлов 2:0 шутпа çăмăллăнах выляса илсе турнир çĕнтерỹçи ятне тивĕçрĕ.
Ăмăртăва 40-е яхăн вĕренекен хутшăнчĕ.
Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене грамотăсемпе асăнмалăх парнесем парса чысларĕç.
В. БОРОДКИН
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)