11 мая 2016 г.
Нăрваш Шăхаль.
Ял çийĕн ир-ирех вăрçă вăхăтĕнчи юрăсем янăрарĕç. Уяв ирттерме палăртнă вырăна тыл ĕçченĕ-сем, шкулта вĕренекенсем, вĕрентекенсем, ял халăхĕ кăмăлтан пуçтарăнчĕ. Митинга уçнă май ял тăрăхĕн ертỹçи Н. Раськин кашни çемьенех вăхăтĕнче вăрçă тарăн йĕр хăварнине палăртрĕ. Паян пирĕнпе юнашар пурăнакан фронтпа тыл ветеранĕсен умĕнче пуç тайса паттăрлăхпа чăтăмлăхшăн тав турĕ. Ял тăрă- хĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене _ Василий Яковлевпа Василий Раськина _ ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ.
Шкул директорĕ В. Платонова аслă ăрурисем çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх, "Труд" ял хуçалăх кооперативĕн ертỹçи Н. Михайлов вăрçă ветеранĕсем ылтăн фонд пулнине палăртрĕç.
"Вилĕмсĕр полк" иртнĕ хыççăн чăнах та паттăрсем паянхи кун та пирĕнпе юнашар пулнăнах туйăнчĕç.
Туçа.Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ял тăрăхĕнчен кашни килтенех алла хĕç пăшал тытакан пулнă тесен те йăнăш пулмĕ. Çавăнпа та Çĕнтерỹ уявĕ пурне те çывăх. 71 çул иртрĕ унтанпа. Истори страници чылаях çырăнчĕ. Ветерансем çулран-çул чакса пыраççĕ. Пиллĕкĕн çеç юлчĕç вĕсем.
Уяв ячĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К. Углев, вăтам шкул директорĕ П. Шашкин, район Пухăвĕн депутачĕ А. Каргин, ветерансен канашĕн председателĕ В. Салмин, афганецсен ячĕпе В. Кузнецов, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ М. Наташкин саламларĕç.
Салтак пăтти çинĕ чухне иртнине аса илỹсемпе куç умне кăларчĕç.
Тутар Сăкăт.
Çĕнтерỹ уявĕ ячĕпе ирттерекен митингра ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М. Хакимов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне А. Насибуллова тата тăлăха юлнă салтак арăмне Р. Азизована парнесем пачĕ. Çавăн пекех ветерансемпе тыл ĕçченĕсене район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов саламларĕ. Район Пухăвĕн депутачĕ З. Сабитов, шкул директорĕн çумĕ Х. Сабитов, истори учителĕ Г. Сабитова иртнĕ кун-çула аса илсе сăмах каларĕç. Ветерансен канашĕн председателĕ Т. Айзатуллов, мăсăльмансен прихучĕн имам-хатыбĕ А. Козлов саламланă хыççăн йăлана кĕнĕ йĕркепе Тă- ван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕ А. Насибуллов ĕмĕрлĕх вутне чĕртрĕ.
Ыхра Çырми.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 71 çул çитни çак ял çыннисемшĕн нумайлăха асра юлĕ. Майăн 8-мĕшĕнче кунта паянхи мирлĕ тỹ- пешĕн пуç хунисене, тыл хастарĕсене асăнса мемориал комплексĕ уçăлчĕ. Çавна май митингра сăмах илсе район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ А. Жуков, ЧР Пуçлăхĕн канашçи Л. Кураков, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Р. Санзяпов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ф. Алиуллов, Р. Феизов имам, ял старости Р. Даутов тата ыттисем те саламларĕç.
"Вилĕмсĕр полк" иртни те кăмăллă.
Чи пахи вара _ Р. Санзяпов пулăшнипе тăван ял историне кĕрсе юлмалли комплекс уçăлни.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)