05 апреля 2016 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта çитĕнекен ăрăва 35 çул тракторист профессине алла илме вĕрентнĕ, шашка-шахмат вăййипе интересленнĕ, район чемпионĕ пулнă В. Аксакова асăнса кăçалхипе тăваттăмĕш хут шашкăлла выляма юр
атакансен турнирне ирттерчĕç. Унта пĕрремĕш классенчен пуçласа аслă çулхисем таранах хутшăнчĕç. Кăçал 89ăн сĕтел хушшине ларчĕç. Вăййа хутшăнакансене шкул директорĕ В. Платонова ăшшăн саламларĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Раськин, хăй те Владимир Ильич вĕрентнипе тракторпа çỹреме хăнăхнăскер, учителĕн ыр кăмăлĕ асра юлнине каларĕ. В. Аксаковпа пĕрле шкулта нумай çул ĕçленĕ спорт ветеранĕ В. Бородкин ĕçтешĕн ырă енĕсене палăртрĕ.
"Техникăна яланах таса та юсавлă тытатчĕ Владимир Ильич. Эпир те тракторпа çỹреме самаях вĕренсе çитнĕччĕ",_ терĕ С. Фролова ĕç ветеранĕ. Малтанах 1-4 классем вылярĕç çамрăк пулин те ăсталăхне кăтартрĕç. А. Ефимова, Т. Павлова, А. Чербунова, К. Лаврентьев, А. Васильев, С. Ягупов мала тухса палăрчĕç.
5-8 классем хушшинче С. Васильев, С. Соколов, С. Ядуркин, С. Мулендеева, Н. Николаева, М. Селиванова çĕнтерчĕç. 9-11 классенчен фестиваль маçтăрĕ К. Шалтынов пулчĕ. Ун хыçĕн- че _ А. Ильин, А. Гаврилов, А. Митрофанова, А. Тукмакова, Т. Телекнева.
Аслăраххисенчен чи пултарулли Н. Трифонов спорт ветеранĕ пулчĕ. Н. Афанасьев иккĕмĕш, Ю. Авинов виççĕмĕш вырăнсенче. Çĕнтерỹçĕсем медальсемпе кубоксене тивĕçрĕç.
В. МИХАЙЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)