29 марта 2016 г.
Районти ял тăрăхĕсем хушшинче йĕркеленĕ спартакиадăпа килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн- че сĕтел çинче теннисла выляссипе ăмăртусем иртрĕç. Унта 7 команда хутшăнчĕ. Шăхальсем вара икĕ ушкăн та тăратма пултарчĕç. Финалти шайра тупăшма Патăрьел тата Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсен спортсменĕсем тивĕçрĕç. Анчах иккĕшĕ те пĕр пек очко пуçтарнăран, судьясен коллегийĕ вĕсене тепĕр хут выляттарчĕ. Çивĕч тупăшура Нăрваш Шăхальсен пĕрремĕш команди Патăрьелсенчен выляса илчĕ. Шăхальсен тепĕр ушкăнĕ виççĕмĕш вырăна тухрĕ.
Тупăшусенче уйрăм вылякансене те палăртрĕç. Кунта Нăрваш Шăхаль спортсменĕсене çитекенни пулмарĕ. А. Ахмеев _ пĕрремĕш, А. Михайлов _ иккĕмĕш, А. Григорьев виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Хĕрарăмсенчен пьедесталăн çỹллĕ картлашки çине Патăрьелсенчен Е. Нур- сова хăпарчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Нăрваш Шăхалĕнчи Т. Михайловăпа П. Лаврентьева. Мала тухнă тата призлă вырăнсене йышăннă командăсемпе уйрăм спортсменсене грамотăсем парса чысларĕç.
В. БОРОДКИН
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)