04 марта 2016 г.
Пурăннă чухне темшĕн чылайăшĕ атте-аннене кирлĕ пек хаклама пĕлейместпĕр туйăнать: Турăран ыйтса кун çути парнеленĕ çыннăмăрсене тав тума манатпăр е тепĕр чухне хал та çитерейместпĕр, кăмăлĕсене хăваратпăр, тимлĕх те сахал уйăратпăр пулĕ... Хĕрарăмсен кунĕ умĕн Нăрваш Шăхалĕнчи Узалуковсен çемйинче пулнă хыççăн çакна тепĕр хут туйса илтĕм. Чун тĕпĕнче çур ĕмĕр ытла упранакан çак вăрттăн туйăмсене вăратма, çиеле кăларма тăваттăмĕш класа çỹрекен Ольгăпа виççĕмĕшĕнчи Илюшка пулăшрĕç...
Çак икĕ чун тĕпренчĕкĕ иккĕшĕ икĕ анне варĕн- че ỹтленнĕ. Пĕри _ ялта, тепри хула çывăхĕнче çут тĕнчене телей курма тесе çуралнă... Шăпа вара темшĕн иккĕшне те çыран хĕррине кăларса пăрахнă темелле. Иртсе кайнă хура кунсене шăпăрлансем ас туманни те паха-тăр. Паян питĕнчен ăшă кулă сỹнмен хĕрачапа арçын ача амăшĕн ытамĕнчен, ашшĕн чĕрçи çинчен кайма пĕлмеççĕ. Сăмахĕсене еплерех суйласа илме, хăйсен ăшă çунатти айне кăлăк чăххи пек пуçтарнă ашшĕпе амăшне пĕчĕккĕллех пысăк хак пама пĕлни тĕлĕнтерчĕ-тĕлĕнтерчех! Калаçу йĕрки-тĕркине кирлĕ пек çавăрас тĕллевпе Ольăран амăшĕ пĕçерекен чи-чи тутлă апат-çимĕç пирки ыйтсан, чиперкке пỹлĕне-пỹлĕнех икĕ-виçĕ ят каларĕ те тăп! чарăнса тăчĕ: "Пирĕн анне çĕр çинчи мĕн пур аннерен чи тутлă апат пĕçерекенни!.." _ терĕ. Юнашар ларакан амăшĕн _ Татьяна Николаевнăн _ çеç мар, хамăн та сисмесĕрех куççуль тумламĕсем пит çийĕн йĕр туса анчĕç. Аппăшĕпе пиччĕшĕ çемьере вунă çула яхăн ялан пĕрле пулма, пĕрне-пĕри хỹтĕлеме хăнăхтарнăран-ши, Илюш та чĕнмесĕр чăтаймарĕ. Инженер специальноçĕн вăрттăнлăхне алла илме ĕмĕтленекенскере, иртнĕ çулла ашшĕ вĕр çĕнĕ беларуç тракторăн рульне шанса пани уншăн тем пекех савăнăç пулни куçкĕрет.
_ Ку тĕлĕшпе пирĕн çемье династийĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Атте мĕн ватăличченех "штурвал" умĕнчен каймарĕ, хам та çирĕм çул ытла ĕнтĕ тимĕр утпа туслашни. Ывăлăмра та çак сукмаках такăрлатас туйăм вăранни (тен, ача чухнехи шухăшĕ çеç) хавхалантарать _ лăпкăн та тирпейлĕн пĕлтерчĕ шухăшне кил хуçи Илюшкăна хыттăн-хыттăн хăй çумне çупăрланă май.
Нăрваш Шăхалĕнчи çемье ăшшин тĕпелĕнчен никам та начар туйăмпа тухас çук. Татьяна Николаевнăпа Николай Васильевич Узалуковсем çĕр çинчи икĕ тăлăх ачана хăйсен хỹтлĕхне илни, вĕсене кирлĕ пек воспитани пани, тĕпренчĕкĕсем сывă та тĕреклĕ ỹсчĕр тесе питĕ нумай-нумай тăрăшни... ачасем калашле, вĕсемшĕн чи-чи юратнă çынсем пулни _ сăваплă та, патшалăх умĕнче пархатарлă та. Çак ырă кăмăллă çемьене вăхăтĕнче Аслă Пỹлĕхĕмĕр пепкине те панă. Анчах шел, тем сăлтавпа сакăр уйăх чĕре айĕнче йăтса çỹренĕ ывăлĕн пурнас кунĕ пулман. Çакна çамрăксем тỹрех приговор вырăнĕнче йышăнман. Правур та пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ те хăйне тытма пултаракан Канаш районĕнчен килнĕ çĕнĕ кин иккĕмĕш пепкене алла илессе кĕтнĕ: пĕр çул, иккĕ... вунă çул та иртнĕ... Хĕрĕх тултаричченех çăвар тулли "анне", "атте" тесе хăйсенчен уртăнакансене курма ĕмĕтленнĕ. Пĕррехинче вара çемье "консилиумĕн- че" ача усрава илес текен шухăш çуралнă хыççăнах, Татьяна Николаевна калашле, Узалуковсенчен телейлĕ çын та пулман.
_ Çамрăк чухне пĕчĕк пепкесен больницинче ĕçленĕрен, хăйсен ачине пăрахса хăваракансенчен тĕлĕнеттĕм. Вут пуленки пек пĕчĕкскерсене шелленипе çĕрĕпе макăра-макăра йăтса çỹреттĕм. Аслă хĕрĕме хамăр çемье членĕ тăвас тенĕ чухне мăшăрăмпа çав тери пăлхантăмăр. Виçĕ çулта çеç пулин те чĕлхипе пĕлменни çукчĕ Ольăн. Пĕрремĕш тĕлпулурах (вăл ун чухне больницăра сипленетчĕ): "Эсĕ манăн анне пулатăн-и? Мана кунта бă-бă (укол тунине çапла калатчĕ) тăваççĕ, илсе кай-ха", _ тесе ман пата ыткăнни куçран та каймасть, хăлхаран та тухмасть.
Паян эпир телейлĕ çемье _ пирĕн хĕр те, ывăл та пур. Малашнехи ăраскалĕсем çеç çутă пулччăр",_ амăшĕ ачисене пил парса пуçĕсенчен кăмăлтан шăлать. Паян тулли çемье тулли савăнăçпа пурăнать. Курница пек çурт-йĕр, картара йышлă выльăх-чĕрлĕх, çу каçа çемьепе тăрмашмалăх çĕрĕ те çите- лĕклĕ, техники те тĕрлĕрен. Ĕçпе канăва шайлаштарса пурăнаканскерсем, ялти ансамбле юрлама çỹреме те, ачисемпе пĕрле лагерьсенче канма та, çемье уявĕсене кăмăлтан ирттерме те мехел çитереççĕ.
Альбина ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)