04 марта 2016 г.
Анне... Кам кăна каламасть-ши çав тери чуна çывăх çак сăмаха. Вăл пур чухне тĕнче те çутăрах, сар хĕвел те ăшăрах пăхать пек туйăнать. Анне пуррипе пурнăç малалла тăсăлать. Вăл чун-чĕ-ринчи мĕн пур лайăххине пире халаллать, кунран-кун телей пиллет.
Манăн анне, Ирина Александровна, çар комиссариатĕнче ĕçлет. Патăрьел тата Шăмăршă каччисене çĕршыв хỹтĕлевçисем пулма хатĕрлет. Вăл _ психолог. Çуркуннепе кĕркунне уншăн уйрăмах яваплă тапхăр. Çамрăксене çар хĕсметне ăсатмалла. Ĕçĕ кăткăс та.
Тивĕçне чыслăн пурнăçлама тăрăшать. Ахальтен мар çар комиссариачĕсен республикăри ăмăртăвĕнче Патăрьелсем пиллĕкмĕш çул _ пĕрремĕшсем. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлекен аннен алли хытă та, тĕк пек çемçе те. Шурăмпуç çути
кантăкран килсе шаккичченех тутлă ыйхине татса ĕçе пикенет анне. Пире те хăй пек ĕçчен, тỹрĕ кăмăллă, сăпайлă та тăрăшуллă пулма вĕрентет.
А. АНИСИМОВ. Нăрваш Шăхаль.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)