20 февраля 2016 г.
Нăрваш Шăхальсем "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" чупăва чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Ăна вырсарникун шкул çумĕнче ирттерчĕç. Чупăва ял тăрăхĕн ертỹçи Н. Раськин, вăтам шкул директорĕ В. Платонова, спорт ветеранĕ В. Бородкин уçрĕç. Малтанах старт йĕрĕ çине кĕçĕн классенче вĕренекенсем тăчĕç. Вĕсем çамрăк пулсан та самаях лайăх ярăнма пĕлнине кăтартса пачĕç. Чи пултаруллисем иккĕмĕшĕнчи А. Егоровпа А. Михайлова, тăваттăмĕшсенчен А. Ефимовпа Т. Павлова пулчĕç.
Малалла 5-7 классем ăмăртрĕç. Вĕсен ушкăнĕнче В. Софронов, Д. Никитин, А. Андреев, С. Мулендеева, Т. Юрмина, Д. Никитина палăрчĕç.
Ăмăрту хĕрнĕçем хĕрсе пычĕ. 8-9 клас- сенче вĕренекенсенчен В. Соколов, Н. Шалтынов, Д. Павлов, К. Шайманова, А. Тукмакова, А. Михайлова мала тухрĕç. Ỹсĕм çулĕ хушăннă май дистанци те вăрăмланса пычĕ. 10-11 классенче вĕренекенсем чăн-чăн йĕлтĕрçĕсем пек кăтартрĕç хăйсене. Финиша чи малтан А. Калашников çитрĕ. Ун хыççăн _ А. Григорьевпа Т. Раськин. Хĕрачасем те хăйсен ăсталăхне кăтартса пачĕç. Чи хастарри А. Мулендеева пулчĕ. Ун хыççăн Татьянăпа Оля Михайловасем çитрĕç. Çак классен ертỹçисем хăйсен ачисемпе пĕрле йĕлтĕр йĕрĕ çине тăни те хавхалантарчĕ.
Шкул команди районти вĕрентỹ системинчи профсоюз членĕсен хушшинче ирттернĕ эстафета ăмăртăвĕнче те иккĕмĕш вырăн йышăннă. Чыса П. Лаврентьева, М. Николаева, Т. Михайлова, Т. Кузьмина, Н. Афанасьев, В. Платонов хỹтĕленĕччĕ. Вĕсем район шайĕнче иртекен ытти ăмăртусене те хавхаланса хутшăнаççĕ.
Йĕлтĕр йĕрĕ çине ял тăрăх администрацийĕнче тата культура керменĕнче ĕçлекенсем те хăйсен сывлăхне çирĕплетме тăчĕç. Вĕсенчен В. Исаковăна, Груздевăна тата Н. Раськина палăртмалла. Пĕрлех 70 çулалла çывхаракан В. Раськин ветеран та пĕр çаврăма самаях лайăх ярăнса тухрĕ.
Чупура 300 яхăн çын сывлăхне çирĕплетрĕ. Мала тухнă тата призлă вырăн йышăннă йĕлтĕрçĕсене грамотăсем, командăсене тортсем парса хавхалантарчĕç.
В. МИХАЙЛОВ, спорт ветеранĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)