Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемпе савăнатăп, мăнуксемпе мухтанатăп

20 февраля 2016 г.

Мăшăрпа _ Александра Терентьевнăпа _ эпир 3 ача çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ăрăва малалла тăсакан 7 мăнук тата 6 кĕçĕн мăнук çитĕнет. Иккĕмĕш сыпăкрисенчен пиллĕкĕшĕ арçын ачасем. Вĕсенчен тăваттăшĕ çар хĕсметĕнче тăрса хăйсен тивĕçне пурнăçланă. Рэма хĕрĕмĕн аслă ывăлĕ радиохимик пулнă, унтан салтака кайнă. Тивĕçе чыслăн пурнăçлама ăна вăтам шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухни, йĕлтĕрпе ярăнас енĕпе спорт мастерĕн кандидатне илни, МАДИре ăнăçлă пĕлỹ пухни пулăшнă. Халĕ хăй те çемьеллĕ ĕнтĕ, Валерияпа Ваньăна çитĕнтереççĕ. "Спецтрубопроводстрой" пĕрлешỹре проект ертỹçинче ĕçлет. Саша ывăлĕ вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухса политехника институчĕн филиалĕнче пĕлỹ пухнăскер Архангельск облаçĕнче служит турĕ. Хальхи вăхăтра Канаш районĕнчи Сиккасси вăтам шкулĕнче учительте ĕçлет.

Иккĕмĕш хĕрĕн Линăн ывăлĕ Оренбург облаçне службăна лекнĕ. Разведчиксен десант ротинче пулнă хыççăн çĕршыва контрабанда меслечĕпе наркотиксем илсе каçас енĕпе пыракан операцисене хутшăнса хăйне лайăх енчен кăтартнăшăн Д. Медведев алă пуснă Указпа килĕшỹллĕн панă медале тивĕçнĕ. 22 хутчен парашютпа сикнĕ. Халĕ Санкт-Петербургри атомла электростанци тунă çĕрте строительте ĕçлет.

Килте пурăнакан Владислав ывăлăн Алеши Ленинград облаçĕнчи Сестрорецк хулинчи олимп резервĕсен училищинче вĕренсе велосипедпа чупас енĕпе спорт мастерĕн кандидатне илсе Мускав облаçĕнчи тă- ватă орденлă гварди артиллери полкне служит тума лекнĕ. Алабино полигонĕнче ирттерекен "Танксен биатлонĕ" валли трассăна хатĕрленĕ çĕре хутшăннă. Халĕ те унтах.

Линăн кĕçĕн ывăлĕ Никита Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренет. Вăл та спортпа туслă.

В. Бородкин

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика