Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир вĕсемпе мухтанатпăр

16 января 2016 г.

Чăваш халăхĕ мĕн авалранпах ĕçченлĕхпе палăрнă. Çулла иртен пуçласа хĕвел аниччен çĕр çинче тăрмашнă: сухаланă, акнă, тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ... Хĕллехи вăрăм каçсенче вара арçынсем çăпата хуçнă, урапа-çуна авнă, вăрман турттарнă... Хĕрарăмсем пỹрне тирĕ сĕвĕниччен çип арланă, пир тĕртнĕ. Хĕрсем качча кайма тупра хатĕрленĕ. Ачасем те ахаль ларман _ мĕн вăй çитнĕ таран ашшĕ-амăшне пулăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ваттисем авал: "Чă-ваш ачин пĕр ури _ акара, тепри _ сухара", _ тенĕ.

Паян та чăваш пушă ларма юратмасть. Çакна Нăрваш Шăхалĕнчи Никитинсен çемйи урлă та çирĕплетсе калама пултаратăп. Сăмах май, вĕсем манăн асаттепе асанне.

Никитинсем _ Владимир Егоровичпа Мария Сергеевна _ тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та халь те "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕне ферминче вăй хураççĕ. Ку ĕçре вĕсем 47 çул ытла çемье подрячĕпе ĕçлеççĕ. Паллах, выльăх пăхасси çăмăл маррине килте выльăх-чĕрлĕх тытакан хăй те лайăх ăнланать. Никитинсене йывăрлăхсене çĕнтерме пĕр- пĕрне çур сăмахранах ăнланни, хисеплени вăй парса хавхалантарса тăнă. Пепкисем пĕчĕккĕ чухне те килĕнче ларса курман, ир-ирех, шурăмпуçпа ферма тухса утнă. Ачисене шкула хатĕрлесе кăларса яраканнисем, апат пĕçерсе çитерекеннисем пăянамăшĕпе пăятамăшĕ пулнă. Аслисемпе килте пĕр çăварта пурăннă.

Асаттепе асанне çинчен ял халăхĕ те ырăпа çеç калаçать. Вĕсене пĕрле ĕçлекенсем те, хуçалăх ертỹçи те хисеплеççĕ. Çакна Никитинсене чысланă Хисеп хучĕсемпе хаклă парнесем те çирĕплетеççĕ. Владимир Егорович _ Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ колхозникĕ. Мария Сергеевнăна вара икĕ хутчен районти депутатсен Пухăвĕн депутатне суйланă, "Хисеплĕ колхозница" ят панă.

Кил-хуçалăхĕнче те пĕр-пĕ-ринпе шăкăл-шăкăл калаçса тăрăшаççĕ. Пахчара тĕрлĕ çимĕç ỹстереççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, хур-кăвакал çитĕнтереççĕ.

Никитинсем 5 ача çуратса ура çине тăратнă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кĕçĕн ывăлĕсĕр пуçне пурте çемьеленнĕ. 6 мăнукĕ кукаçипе кукамай, асаттепе асанне тесе чĕнеççĕ Владимир Егоровичпа Мария Сергеевнăна, вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ, май çитнĕ таран пулăшаççĕ.

С. НИКИТИНА, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул вĕренекенĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика