09 декабря 2015 г.
Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Никандрович Раськин (ỹкерчĕкре) та ытти хăш-пĕр кăлавасем пекех çĕнĕ ĕçе пуçăнни нумаях пулмасть. "Çĕнĕ шăпăр" çĕнĕллех шăлма пикеннĕ-и, малашнехи тĕллевĕсем, ĕмĕчĕсем еплерех. Çак тата ытти хăш-пĕр ыйтусемпе кăсăкланса тĕл пултăмăр та вырăнти хуçапа.
Кĕскен ял тăрăх пуçлăхĕ çинчен:
Николай Раськин 1967 çулта Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă. Мĕн ачаранах çар çынни пулма ĕмĕтленнĕскер, ялти шкултан вĕренсе тухсан Владивосток хулинчи Макаров ячĕллĕ тинĕс-çар флочĕн училищинче 5 çул ăс пухнă. Радиоинженер специальноçне алла илнĕ. Çамрăк специалист Мурманск енне тинĕс чиккине сыхлама лекнĕ, карап çинче службăра тăнă, браконьерсемпе кĕрешнĕ. Кăшт каярах нефтьпе газ бизнесĕн менеджерне вĕреннĕ. 2012 çулта çăмăллăхпа тивĕçлĕ канăва тухсан тăван тăрăха каялла таврăннă. Çемьеллĕ. Мăшăрĕпе пĕрле пĕр ывăл çитĕнтернĕ. Унăн тĕрлĕ шайри тав хучĕсем, Хисеп грамотисем нумай: "За отличие в военной службе" (виçĕ степенĕ те пур), "За спасение погибавших" медальсем, "За доблестную службу в Заполярье" Хисеп палли тата ытти те.
_ Николай Никандрович, Нăрваш Шăхаль ял муниципалитечĕн ĕçĕ-хĕлĕпе вулаканăмăра кĕскен паллаштарăр-ха.
_ Пирĕн поселенинче 3 ял: Нăрваш Шăхаль, Вăрманхĕрри Шăхаль тата Апрушнай (Ясная Поляна). Кунта 10993 çын пурăнать. Мĕн пурĕ 687 кил. Вĕсенчен 149 хупă çурт, вăтăр улттăшĕ _ кил хуçисĕр. Нăрваш Шăхалĕнче вăтам шкул пур. Унта 165 ача пĕлỹ илет. Ача садне алла яхăн шăпăрлан çỹрет. Фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлет. Нăрваш Шăхальпе Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕсенче ял халăхĕн тавракурăмне аталантарма библиотекăпа клубсем ĕçлеççĕ. Ялта çĕр çултан иртнĕ пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ _ Василий Егорович Яковлев. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламне кăçал вунна яхăн тыл хастарĕ илме тивĕçлĕ пулнă.
_ Çĕнĕ ĕçе кỹленсен чи малтанах мĕнле ыйтупа пычĕç çынсем сирĕн пата?
_ Чăнах та татса памалли ыйтусем нумай. Ĕçлемелли, тăрăшмалли пайтах. Нăрваш Шăхаль ялĕнче чи вăрăм Пулевей урамĕнче асфальт çукки пысăк чăрмав кỹрет çынсене. Унта çамрăк çемьесем чылайăн пурăнаççĕ, ачасем те нумай. Пылчăклă вăхăтра çуран та, транспортпа та тухса кĕме питĕ кансĕр. Ку вăл чăн малтан татса памалли ыйтусенчен пĕри тесе шутлатăп.
_ Ял халăхне хумхантаракан ыйтусем татах та пулĕ-ха?
_ Татса памалли ыйтусем тупăнсах тăраççĕ. Хĕле çитсен урамсене, пĕчĕк тăкăрлăксене юртан вăхăтра тасатса тăманни чăрмав кỹрет. Çуркунне йĕри-тавралăха тирпей-илем кĕртесси, çỹп-çапран тасатасси тĕп вырăнта. Çĕрсене те ахаль вырттармалла мар. Саккунпа килĕшỹллĕн регистрацилесе арендăна памалла. Вырăнти бюджета саплаштарса пымалли меслетсене хамăрăнах шырамалла. Чăн малтан, налогсемпе ĕçлемелле. Ял çыннисемпе пĕрле пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пырсан ыйтăвĕсене те татса парăпăр.
_ Николай Никандрович, çăмăл мар лава туртма кỹ- лĕннĕ пулсан ĕçлемеллех. Сирĕн малашнехи тĕллевсем еплерех?
_ Чи кирли, ман шутпа, ку вăхăтчен тунă ĕçсене пăхса малашнехисене пурнăçлама, татса пама тăрăшни. Çынсем шаннине вăй çитнĕ таран пурнăçа кĕртесчĕ. Халăхшăн пурăнмалла, халăхшăн ĕçлемелле. Ватăпа ватăлла, çам- рăкпа çамрăкла пуласчĕ, ял çыннишĕн кирлĕ ĕç тăвасчĕ. Ялăн илемлĕхне, хăтлăхне ỹстерме тăрăшмалла.
_ Сирĕн шутпа çитĕнекен ăрăва тĕрĕс çулпа илсе пырас тесен мĕн тумалла пек?
_ Çамрăксен умĕнче яланах тĕслĕхлĕ пулмалла. Çакăн пек çын çине пăхсан вĕсен хăйсене валли лайăххине, ыррине илме пĕлмелле. Çакă килти çемьерен те нумай килет. Ашшĕ- амăшĕн чи малтан тĕслĕх пулмалла.
О. ВЕРЛИКОВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)