Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атте-анне пилĕ çитет ĕмĕре

07 ноября 2015 г.

 

КĔР мăнтăрĕпе ялсенче çине-çине туйсем кĕрлеççĕ. Çамрăксене ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем пĕрле килĕштерсе нумай-нумай çул пурăнма сунаççĕ. Шăп 55 çул каялла çак вăхăтра Кзыл Чишмари Нагимулла Гатаулловичпа Назия Халимовна Халиуллинсене, Илгизяр Бядортдиновичпа Масгуда Бядртдиновна Садртдиновсене, Шăнкăртамри Киаметдин Бедертдиновичпа Гельнур Миневелиевна Митяевсене, Патăрьелĕнчи Владимир Георгиевичпа Елизавета Андреевна Такмаковсене, Анат Туçари Леонид Петровичпа Лидия Леонтьевна Сурковсене, Ыхра Çырминчи Нургали Мингалиевичпа Севдедиян Матиловна Азизовсене, Нăрваш Шăхалĕнчи Степан Трофимовичпа Татьяна Кирилловна Павловсене çывăх çыннисем çемьеленнĕ ятпа саламланă. Унтанпа шыв-шурĕ те самаях юхнă, йывăрлăхĕсемпе савăнăçĕсене те мăшăрсем çителĕклех курнă. Апла пулин те танлăн çеç пурнăç сукмакĕпе юнашаррăн утаççĕ, ачисен, мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ.

Ноябрь уйăхĕнчех Çăл Атăкри Христофор Игнатьевичпа Зинаида Трофимовна Егоровсен тата Çĕнĕ Ахпỹртри Георгий Гурьевичпа Мария Александровна Тукмаковсен те пĕр-пĕрне венчет çĕрри тăхăнтартни 50 çул çитет. Вĕсем те ачисенчен, çывăх çыннисенчен ăшă саламсем йышăнĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика