Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç илемне туйса

03 октября 2015 г.

"Пурнăç пĕрре çеç килет. Çыннăн ăна тивĕçлипе пурăнса ирттермелле. Унсăрăн усăсăр сая кайнă вăхăтшăн ỹкĕнсе асапланмалла пулĕ", _ тенĕ вырăссен паллă çыравçи Н. Островский.

Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан С. Фролова пурнăçне пуш чечекпе танлаштараймăн. Хастар обшественница вăл. Хăй вăхăтĕнче хурапа шурра çителĕклĕ курнă хĕрарăм кун-çулĕн кашни самантне халăхшăн кирлĕ ĕçе халалланă. Пурнăç илемĕ юратнă ĕçрине туйса, тивĕçлĕ канура пулин те Светлана Анатольевна ялти культура çуртĕнче çур ставкăпа баянист-аккомпаниатор пулса вăй хурать. Хăйĕн çулнелле çывхаракан çынсене пĕр тĕвве пуçтарма тăрăшать. Вăрманхĕрри Шăхалĕнче "Вăрман ен", Шăхальте вара "Асамат кĕперĕ" фольклор ансамблĕсене ертсе пырать.

_ Çакнашкал вĕри чĕреллĕ тепĕр 2-3 хĕрарăм пулсан Шăхаль сасси таçти тĕнчене çитиех янăрĕччĕ,_ тет С. Фролова пирки нумай çул ялти шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, каярахпа вĕренỹ çурчĕн директорĕ пулса ĕçленĕ Р. Павлова.

Çак сăмахсене В. Исакова ял тăрăхĕн специалисчĕ те çирĕплетет. Вера Валентиновна Светлана Анатольевна кашни иртен куна тĕллевлĕ туса пынине палăртать.

Обществăлла ĕçе кăмăлтан явăçать чăнах та С. Фролова. Хальхи вăхăтра вăл ялта çĕкленекен чиркỹ тăвакансене хавхалантарса пыма тăрăшать. Районти пенсионерсен пĕрлешĕвĕн членĕ пулнă май ял тăрăхĕнчи ватăсем патне çитме ĕлкĕрет. Кама сăмахпа, кама ĕçпе пулăшма васкать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă икĕ "салтак" çеç юлчĕç ку тăрăхра. Вĕсен сывлăхĕпе интересленсех тăрать. Хастар тыл ĕçченĕсем пулнă А. Григорьевапа А. Афанасьева та çывăх С. Фроловашăн. Ватăсен канашне яланах ăша хывма тăрăшать вăл.

Тирпее ачаранах хăнăхнă Светлана Анатольевна. Каланă сăмаха нихăçан та çилпе вĕçтермен вăл. Çавна пула хĕрарăм тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ, шанăçа тивĕçнĕ. Канашри педучилищĕрен вĕренсе тухнăскер малтанах ялти шкулта музыкăна, историе, обшествознание вĕрентнĕ. Пĕлĕвне заочно майпа малалла тăснă. Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Мускавра та психолог-логопеда вĕренни ăна ĕç çулне уçма пулăшнă.

12 çултан Фроловсем республика тĕп хулине вырнаçнă. Светлана Анатольевна валли ĕçĕ тупăннах. "Мерчен" ача садĕнче вăл çитĕнекен ăрăва чăвашла юрлама вĕрентнĕ. Хушма ĕçĕсем те пулнă.

Пурнăç пĕр пăрнăçсăр пулмастех. Мăшăрĕпе Фроловсем 3 ача çуратнă. Анчах çывăх çыннин кун-çулĕ кĕске пулнă. Хĕрарăм 38 çултах тăлăха юлнă. Апла пулин те йывăрлăхсен умĕнче пуçне усман. Икĕ хĕрпе ывăлне пурнăç çулĕ çине çирĕп-пĕн кăларнă, çемьелентернĕ. Паянхи кун 6 мăнукĕпе савăнать. Каникулсенче, отпусксенче ăрăва малалла тăсакансем ашшĕ-амăш килне пуçтарăнаççĕ. Ялти уçă сывлăша кăкăр тулли сывлама пулать кунта. Çурт умĕнчи тата хыçалти пахчара мĕн тĕрлĕ курăк, улма-çырла ỹсместь-ши. Пурте сиплĕ вĕсем. Кашнийĕшĕнпе усă курма çеç пĕлмелле.

_ Ватлăх савнăç мар,_ калаçăва тăсать Светлана Анатольевна._ Сывлăха упраса пурăнма тăрăшмалла халĕ пирĕн. Чир-чĕр ан çулăхтăр темелле. Ирпе-ирех тăрсанах кашни курăкăн техĕмлĕ шăршине сывлатăп. Вăрман хĕррине утса кайса килетĕп. Пахчара ĕçлесе киленетĕп. Хĕвел тухиччен ĕшенмелĕх те пур.

Каçхине те ыйхăсăр ял хĕрарăмĕ. Ун чухне вара алла йĕппе çип тытать Светлана Анатольевна. Тĕрри илемлĕ тухать. Вĕтĕ канвана хĕреслесе ỹкерчĕксем тăвать. Мĕн чухлĕ тĕрлемен-ши вăл. Кашнийĕ пурнăçри ырă самантсене куç умне кăларать. Пĕри, акă, халь пурăнакан çурта сăнарлать. Ача чухнехи пилеш йывăççи те пур ун умĕнче. Çакăнтан пурнăç çулĕ çине тухнă-çке хĕр. Тепри акăшсемлĕ. Мăшăрăн çемьеллĕ пурнăçне аса илтерет тата ытти те.

Ватлăхра канлĕх кирлĕ. Алă ĕçĕ тунă чухне шухăш сирĕлет. Яланах ыррине ĕмĕтленетĕн, кĕтетĕн. Çавăнпа тĕрлет те ĕнтĕ С. Фролова.

Ытла та çĕмрен пек шăвать- çке пурнăç. Çамрăкрах чухне ача-пăча ỹстермелле, ĕçе васкамалла. Иртен каç пулнине, хĕл çуркуннепе, çу кĕркуннепе ылмашăннине сисместĕн те. Çулсем хушăннăçемĕн вара ыйхăсăр каçсем нумайланаççĕ. Халлĕхе çакна туймасть-ха Светлана Анатольевна. Яланах ĕçлĕ, çын хушшинче вăл. Хуларан яла каялла килсе тĕпленме те çăмăл пулчĕ ăна. Район кунне Нăрваш Шăхалĕнче ирттерме шут тытнă чухне чĕнсе илчĕç специалиста ял тăрăхĕн ертỹçисем. Хирĕçлемерĕ. Кĕске хушăрах 100 çынлă хор йĕркелерĕ. Виçĕ сасăпа сцена çинчен "У моей России" тата чăваш халăхĕн хăна юррине шăрантарчĕç. Çавăнтан пуçланчĕ малалла фольклор ушкăнĕсем йĕркелесси. Пăхăсăн, паян çак пĕчĕк ушкăнсем кỹршĕ ялсене концертсемпе тухса çỹреççĕ. Ялти уявсем те вĕсемсĕр пĕрре те иртмеççĕ. Юбилярсене чыслама та манмаççĕ вырăнти артистсем.

Ĕçĕ халăха юрăхлă пулнăшăн хĕпĕртет. Общество ырлăхĕшĕн ăс-хакăлне парасси çыннăн чи пысăк телейĕ-çке. Çакă мар-и-ха пурнăç тупсăмĕ, пурнăç илемĕ...

_ Мĕн ĕмĕтленни пурнăçланса пырать. Ăрăва малалла тăсакансене пил парассине мала хуратăп. Кинпе кĕрỹсене хĕрпе ывăлсем пекех йышăнтăм. Мăнуксем те хам пекех пулни тата та савăнтарать, _ тет С. Фролова.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика