16 сентября 2015 г.
ПАТĂРЬЕЛ _ паттăр ен. Ку чăнах та çапла пулнине тепĕр çитĕнỹ çирĕплетет. Нăрваш Шăхалĕн паттăр ывăлĕ, кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн кандитачĕ Саша Адикин сентябрĕн 4-6-мĕшĕсенче Швецинче иртнĕ Европа первенствинче 4-мĕш вырăн йышăннă тата сентябрĕн 8-мĕшĕнче Анапа хулинче пулнă Раççей вĕренекенĕсен 7-мĕш Спартакиадинче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Çакнашкал пысăк ăмăртусене хутшăнма пултарнăшăн тата çĕнтерỹпе таврăннăшăн Нăрваш Шăхальсен кăна мар, пĕтĕм район халăхĕн савăнмалăх та, мухтанмалăх та пур. Апла пулсан, малашне та ăнăçусем сунатпăр сана, Саша!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)