19 августа 2015 г.
Ĕнер пирĕн районта Республика Пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа пулчĕ.
Шăнкăртамра ăна район пуçлăхĕ М. Петров, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ М. Айзатуллов тата ытти чыслă та хисеплĕ хăнасем, ял йыш кĕтсе илчĕç. Михаил Васильевич чăн малтанах çак пысăк ялта Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнă çулталăка халалласа "Асăну" мемориал комплексне уçнă çĕре хутшăнчĕ.
Ял варринче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăкпа юнашарах Минхайдер Валитов афганеца хисеп туса хăпартнă стеллăпа юнашарах сывлăш-çар техникине _ МИ-2 палăк-вертолета _ вырнаçтарнă. Юнашарах _ гаубица-30, кĕске кĕпçеллĕ йывăр тупă. Ял, район пĕлтерĕшлĕ мероприятие, уява хутшăннисене Михаил Васильевич саламларĕ, çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре пысăк ĕç туса пынăшăн тав турĕ.
Пухăннисене асра юлакан кун ячĕпе Раççей Геройĕ, авиацин генерал-лейтенанчĕ, Чăваш Республикин тата Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Николай Гаврилов, ветеран-афганец Тальгат Абейдуллов, мусульмансен Мускав тата "Московский муфтият" Тĕп регионти Тĕн управленийĕн Председателĕ Альбир Хазрат Муфти, çар службинче тăракансен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Чулпан Сафьянова саламларĕç. Пирĕн çутă пуласлăхшăн пуç хунă салтаксене хисеп туса шăп тăчĕç. Кадет класĕнче вĕренекен ачасем мемориал çине витнĕ пир татăкне уçнă хыççăн Михаил Игнатьев мемориал умне чечек карçынккине хучĕ.
Иккĕмĕш тĕл пулу Турханти психоневрологи интернатĕнче иртрĕ. Михаил Васильевич пирĕн районта 1943 çултанпа инвалидсен çурчĕ шутланакан учреждени пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, сывлăх тĕлĕшĕнчен ыттисенчен уйрăлса тăракан çынсен пурăнмалли условийĕсемпе паллашрĕ. Интернатра паян 247 койка-вырăн шутланать. Кунта пурăнакансем вăтамран 54 çулта, 60 проценчĕ интернатра хỹтлĕх тупни вунă çул ытла та.
Учрежденин пурлăхпа техника бази çирĕп. 2014 çулта çеç ăна тĕреклетме тата пуянлатма 6,8 миллион тенкĕ расхутланă. Кăçал вара çывăрмалли пỹлĕмсене, кухньăна, мунчана тата ытти инженерла инфраструктурăна юсама 4,6 миллион тенкĕ пăхнă.
Юлашкинчен Нăрваш Шăхалĕнчи культура çуртĕнче тĕрлĕ сферăра ĕçлекен ял çыннисем Михаил Васильевичпа тĕл пулчĕç, хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене хускатрĕç.
(Тема тăсăмĕ хаçатăн çитес номерĕнче).
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)