25 июля 2015 г.
Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан Николай Баскаков (сăн ỹкерчĕкре) ачаллах ỹссен мĕнле профессине суйласа илессине пĕлнĕ. Çак ĕç ăна чăн-чăн арçыннăн туйăннă. Çавăнпах ĕнтĕ ялти вăтам шкулта 1995 çулта 9 класс пĕтернĕ хыççăн пĕр касра выляса ỹснĕ юлташĕсемпе тỹрех Патăрьелĕнчи професси училищине механизатора вĕренме çул тытнă. Практика вăхăтĕнче "Труд" ял хуçалăх предприятинче техникăпа çỹреме хăнăхнă. Мĕн вĕреннине ĕçре çирĕплетнĕ. Аллине диплом илсен те телейне инçет çĕрсенче шырас темен _ тăван хуçалăхра вăй хума пуçланă. Çамрăка малтан ДТ-75 маркăллă трактор шанса панă. Вăл унпа кĕркуннепе çуркунне сухаланă, культиваци тунă. Хĕлле вара халăх, хуçалăх валли вăрмана çỹренĕ.
_ Маншăн Геннадий Павлович Груздев механизатор атте вырăнĕнче те, вĕрентекен пек те пулчĕ. Вăл тракторпа çỹреме те, ăна юсама та хăнăхтарчĕ. Пĕрле ĕçленĕ май час-часах усăллă канашсем паратчĕ. Пенсие кайнă хыççăн эпĕ шăпах ун вырăнне юлтăм, _ каласа парать çỹллех мар, анчах ура çинче çирĕп тăракан тракторист. Аслиех ăна шаннă ĕçе тивĕçлĕ тата тĕплĕ пурнăçлама та хăнăхтарнă. Çамрăк вăл каланисене ăша хывнăранах ĕçре çитĕнỹсем тума пуçланă. Яваплăхне кура кăшт вăхăт иртсен Н. Баскакова çĕнĕ "хурçă ут" шанса панă. Вăл унпа Н. Чебуковпа пĕрле тăрăшнă. Халь вара МТЗ-1221 маркăллă трактор рульне пĕчченех тытать. Кăçал Николай акара 300 гектар çĕр хатĕрленĕ. Хуçалăхра чи лайăх кăтартусенчен пĕри. Пĕлтĕр те начар пулман. Кĕркунне вара механизатора çĕр улми уйĕнче куратăн
_ "Иккĕмĕш çăкăра" кăларакан "Гримме" комбайна кăкарать. Ĕçри çитĕнĕвĕсене курах ăна акатуй-сабантуйра "Районти чи лайăх тракторист" хисеплĕ ята пачĕç.
Килте те пушă тăмасть Н. Баскаков. Ашшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕрен, амăшĕн пĕччен тăватă ачана ура çине тăратмалла пулнăран "куршанак" ир çыпăçнăран ĕç тĕлне лайăх пĕлет. Пĕлтĕр вара вĕсем мăшăрĕпе _ Ленăпа _ тăванĕсемпе пĕр шухăшлă пулса тĕп килти çурта çĕнетме пуçланă: йывăççи вырăнне кирпĕчрен купаласа лартнă, тăррине витнĕ. Тăпăл-тăпăлскер аякранах курăнать. Сăмах май, эпир пынă чухне шăпах котельнăй валли никĕс яратчĕç.
_ Пỹрте хăпартма амăшĕн капиталĕпе усă куртăмăр. Вăл пурри пирĕншĕн питĕ пысăк пулăшу пулчĕ, _ тет Н. Баскаков. Николай Васильевичпа Елена Геннадьевна виçĕ ача _ икĕ ывăл та пĕр хĕр _ çитĕнтереççĕ. Пуртă аври çỹллĕш пулнă арçын ачасем ашшĕ çумĕнчен хăпма пĕлмеççĕ пулсан, пĕчĕк чиперук хальлĕхе сăпкара кăна сикет-ха.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)