Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх

22 июля 2015 г.

 Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть. Вăл çеккунтсемпе минутсене, хăвăртах сехетсене, унтан кунсене куçарать. Çакăн хыççăн эрне хыçа юлнине те сисместпĕр. Эрне çумне эрне _ уйăх тулать. Уйăхĕсем вара, черетленсе те ăмăртса тенĕ пек, таçта васкаççĕ. Хамăр каялла çаврăнса пăхнă тĕле çулталăк та иртсе каять. Çул хыççăн çул хушăнса пынăçемĕн хăй еккипе кун-çул кĕнекине çырăнать.

Нăрваш Шăхалĕнчи Николай Раськинăн (ỹкерчĕкре) та çавах. Çур ĕмĕр патне капашаканскер, ку таранччен виçĕ океанпа 11 тинĕсре ишнĕ, экватор урлă каçнă. Анлă юхан шывсемпе ишеве тухса курманскерсемшĕн, çакă тĕлĕнмелле те. Ура айĕнче çĕр çук-çке. Умра та, хыçра та, икĕ айккипе те çилпе чỹхенекен çỹллĕ кăвак хумсем.

Курсант, карап çинчи çыхăну пайĕн начальникĕ, унтан командира çитнĕ, тинĕс чиккин хуралĕнче тăнă. Шыври биологи пуянлăхĕсене те сыхлама тивнĕ ăна.

Паян Николай Никандровичăн ача чухнехи ĕмĕчĕ пурнăçланнă тесе çирĕп пăнчă лартма пулать. Ялти шкулта вĕреннĕ чухнех вăл çар çынни пулас шутлăччĕ. Анчах ăçта çул тытмалла? Çитменнине тата амăшĕ те пĕччен. Шкул саккинчи ача район тулашне питех тухсах та çỹреймен. Пурпĕрех Владивостока кайма шутларĕ чăваш каччи. Алла аттестат илсен вара çула тухрĕ. Пĕччен мар, С. Ядуркинпа пĕрле.

Макаров ячĕллĕ тинĕс-çар флочĕн училищинче 5 çул тăрăшса ăс пухрĕ Николай Никандрович. Радиоинженер специальноçне алла илчĕ. Унтан карап çине куçрĕ. Владивосток-Севастополь маршрутпа çул çỹреве тухрĕ. Çакăнта ăна ача чухнехи юлташĕпе тĕл пулма тỹр килчĕ. Вăл контракт мелĕпе служит тăватчĕ.

Икĕ аслă пĕлỹллĕ паян Н. Раськин. Нефтьпе газ бизнесĕн менеджерне вĕреннĕ ентеш. Анчах тăван ен туртăмĕ çĕнтернех ăна. Амăшĕн çурт никĕсне маларахах çĕнетсе тăнă-ха ывăлĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан вара кунта тĕпленес шутпах куçса килнĕ. Пĕччен мар, паллах. Çемьепе. Хуньăшĕпе анийĕшĕ те çывăх çыннинчен юлман. Владивосток çыннисене Чăваш Ен килĕшмеллипех килĕшнĕ. Ачаран çара уран чупнă улăх-çаран, шăмпăлтатса чỹхеннĕ юхан-шыв, çырлана, кăмпана, вут-шанка çỹренĕ сиплĕ вăрман илĕртетех. Ирпе кăкăр тулли уçă сывлăш сывласси мĕне тăрать! Пĕрле ỹснĕ тус-тантăш, кăмăллă кỹршĕ-аршă, çывăхри е аякри тăван юнашарах. Пĕр сăмахпа каласан: пĕри те ют мар. Лаштра ỹсекен йăмра йывăççисемпе тирексем те ача чухнехисемех. Хамăрпа пĕрлех çул хушса пыраççĕ пулин те чуна çывăх туйăнаççĕ. Пĕр тунсăх çеç ăшра: паянхи ырлăха амăшĕ курайманни. Мĕн тери савăннă пулĕччĕ вăл çакнашкал кĕрнеклĕ хул-çурăмлă ывăлĕпе! Ĕлĕкхиллех çепĕç сассипе çаврăм хыççăн çаврăм юрă шăрантарĕччĕ.

_ Софья Назаровна хăй хыççăн мана та ферма ĕçе явăçтарчĕ. Юрла-юрла ĕне сăваттăмăр. Артиста вĕренме те илсе каясшăнччĕ ăна. Амăшне пĕччен пăрахса хăварма шеллерĕ-тĕр,_ кăмăллăн аса илет Н. Герасимова.

_ Пĕвĕпе пысăках мар пулин те пăрчăкан пек чĕрĕччĕ. Йывăрлăхран хăрамастчĕ,_ сăмаха малалла тăсать Г. Волкова.

Паян савăнмалăх пур чăнах та Н. Раськинпа. "Единая Россия" парти членĕ, тивĕçлĕ канăва тухичченех хăйĕн пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнăскер, партипе правительство çĕршыв хỹтĕлевçисем патне пысăк тимлĕх уйăрнине палăртать. Хваттер те панă ăна. Пенсийĕ те япăх мар.

Тĕрлĕ шайри тав хучĕсем, Хисеп грамотисем шутсăр Николай Никандровичăн. "За отличие в военной службе" (виçĕ степенĕ те пур), "За спасение погибавших" медальсем, "За доблестную службу в Заполярье" Хисеп палли тата ытти те пур унăн.

Анна Михайловнапа пĕр ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. Антон аслă шкулта пĕлỹ илнĕ, Шупашкарта пурăнать, çемьеллĕ. Раськинсен ăрăвне малалла Сергей ывăлĕ тăсать.

Николай Никандрович мăшăрĕ _ Анна Михайловна _ ютшăнаканскер мар. Кỹршĕ-аршăпа, ял халăхĕпе пĕр чĕлхере вăл. Аслă прапорщикран тивĕçлĕ канăва тухнă. Кил тĕрĕшре ĕçлеме юратать. Хĕл каçма кирлĕ пахча-çимĕçне килти хуçалăхрах çитĕнтереççĕ.

Служба тивĕçне тинĕс çар флотĕнче пурнăçланисем сахал мар районта. Çулленех уяв кунĕнче пĕрле пуçтарăнма тăрăшаççĕ. "Морское братство" пĕрлешỹ хастарĕсем. Ушкăн вăйĕ вара пĕрлĕхре. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хываççĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта аслă пиччĕшĕсенчен тĕслĕх илме тăрăшакан кадет класĕ пурри те савăнтарать. Николай Никандрович çитĕнекен ачасен кураторĕ шутланать.

_ Шăхаль çĕрĕ хăнасене тарават. Тинĕс çар кунĕн уявне кăçал çакăнта палăртасшăн. Пĕрле пуçтарăнса умри тĕллевсене сỹтсе явăпăр,_ тет ĕнерхи моряк Н. Раськин. Çар хăнăхăвĕ кунта та тытăнса пырать Николай Никандровичăн. Мĕн палăртнине вăл вĕçне çитиччен пурнăçлатех. Паянхи кун ялта çĕкленекен чиркỹ ĕçĕ-хĕлĕпе интересленет.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика