08 июля 2015 г.
17 çул тултарман-ха Дима, çавах спортра çĕнсе илнĕ наградăсен пухмачĕнче питĕ нумай чемпион ятне тивĕçнисем. Иртнĕ çул Д. Мулендеев слоуп-стайл ячĕллĕ (тусем хушшинче ярăнса фигурăсем, элементсем туса) вăйă нормине тултарса спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăчĕ. Шупашкарти пиллĕкмĕш гимназире вĕреннĕ вăхăтрах ачасен, çамрăксен спорт шкулĕнчи В. Васильев тренер çумĕнче ăсталăхне туптарĕ.
Дима 2012 çулта çамрăксем хушшинче ирттерекен Раççейри хаф-пайп (йĕлтĕр) енĕпе 3-мĕш вырăн йышăннă, 2013, 2014, 2015 çулсенчи слоуп-стайлпа та пъедесталăн çак картлашки çинех хăпарнă. Кăçал Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ. Сăмах май çакна палăртмалла, унта Дима Чăваш Республикинчен хăй кăна.
Д. Мулендеев тĕнче шайĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. Акă, хĕллехи 27-мĕш универсиадăра Испанин сăртлă-туллă Гранады вырăнĕнче Раççей команди пĕрремĕш вырăн йышăннă. Унта 14 ылтăн, 12 кĕмĕл, 12 пăхăр медаль илме пултарнă.
Пĕрлештернĕ командăна лекнĕренпе Дмитрий Сергеевич Съерра-Невады тăвĕсем хушшинче Австрин Крайшберг, Альп тăвĕсем хушшинчи тĕнче шайĕнчи ăмăртăвĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă.
Раççей тренерĕсем шута илнĕ тăрăх, Дима 2018 çулта Кăнтăр Корейăра ирттерекен Хĕллехи олимпиадăна хутшăнма тивĕçекен претендентсенчен пĕри шутланать.
Дима Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн стоматологи уйрăмĕн пĕрремĕш курс студенчĕ. Ашшĕ _ Шăхалĕнчен, амăшĕ _ Анат Туçаран. Аслашшĕ _ Василий Степанович Мулендеев _ мăнукĕн спортри çитĕнĕвĕсемпе интересленсех тăрать, чун-чĕререн савăнать.
А. ФРОЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)