23 июня 2015 г.
Вăхăт сисĕнмесĕр иртет. Пурăннă пулсан кăçалхи авăнăн 5-мĕшĕнче пирĕн çывăх çыннăмăр, Борис Гаврилович Кошкин, 79 çул тултаратчĕ. Шел, йывăр чире пула вăл пĕлтĕр çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Унтанпа çулталăк çитрĕ пулсан та пирĕнте _ ывăл-хĕрĕнче, мăнукĕсенче, тăванĕсенче _ унăн çутă сăнарĕ яланах асра. Аса илмелли илĕртỹллĕ самантсем вара питех те нумай...
Б. Кошкин 1936 çулхине Нăрваш Шăхалĕнче çуралнă. Вăл 50 çула яхăн "Труд" хуçалăхра тĕрлĕ сферăра тăрăшнă: бригадирта, ферма ертỹçинче, председатель çумĕнче, партком секретарĕнче, профком председателĕнче. Ĕçе йĕркелеме, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнипе палăрса тăратчĕ хаклă çыннăмăр.
Борис Гавриловичăн ачалăхĕ йывăр пулнă. Вăрçă çулĕсем, ун хыççăнхи нушаллă, выçă-тутăллă пурнăç, пĕчĕклех йывăр ĕçе кỹлĕнни пирки час-часах каласа паратчĕ. 1946 çулта, 10-ра чухне, аттен ĕç кĕнекинче аслисемпе пĕр тан 91 кун тăрăшнине çырнă. Вăкăрсемпе кĕлте, вăрмантан вутă, строительство материалĕсем турттарнă, çĕр улми йăранĕ çырнă, тислĕк тăкнă... Хырăмне тăрантарас тесе хиртен крахмал пуçтарнă. Выçăллă-тутăллă пулсан та вăхăта хаваслă ирттерме тăрăшнă: шỹтленĕ, кулнă, юрланă, ташланă... Пурнăçĕ çăмăлах пулмасан та вăтам пĕлỹ илнĕ.
1955 çулта атте çар ретне тăнă. Вăл Новороссийск хулинчи тральщиксен дивизионĕнче гидроаккустик пулса 5 çул службăра тăнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче лартнă Хура тинĕсри минăсене тасатнă. Шаннă тивĕçе лайăх пурнăçланăшăн икĕ хутчен черетсĕр канăва кайма, комбриг приказĕпе хаклă парнесене, Союзри Тĕп Комсомол комитечĕн, Украинăри комсомол организацийĕн Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Чи хисепли вара _ минăсене тасатас ĕçе явăçнăшăн вăрçа хутшăннă ветерансен статусне пани.
Салтакран таврăнсан, 1960 çулхи чỹкĕн 2-мĕшĕнче Борис Гаврилович Вăрманхĕрри Шăхаль хĕрĕпе, Антонина Степановна Ильинапа, пĕрлешнĕ. Вĕсем тăватă ача çуратса ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Пирĕн атте пур енлĕ аталаннă çынччĕ, чĕлхи те унăн питĕ пуянччĕ. Вăл обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă: халăх сучĕн заседателĕ, вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн ертỹçи пулнă. Эпир паян та районта тухса тăракан "Авангард" хаçатра пичетленнĕ материалĕсене вуласа киленетпĕр. Чи хакли пирĕншĕн _ "Эпир пулнă, пур, пулатпăр" ятлă кĕнеки. Унта вăл хамăрăн ăру, тăвансемпе хурăнташсем пирки çырса кăтартнă. "Колхозăн утса тухнă çул-йĕрĕ", "Тăван ялăм _ савнă ялăм _ Нăрваш Шăхаль", "Ялта та, вăрçă хирĕнче те вĕсем аслă çĕнтерĕве çывхартнă", "Пĕрле ỹснĕ тантăшсем", "Ял пурнăçĕ, унăн ятлă-сумлă çыннисем" ярăмсем паллă вырăн йышăнаççĕ.
Çемьере те кăмăллă, ырă çын пулнă атте. Пире нихăçан та сивĕ сăмах каласа кỹрентермен. Вăл сăпайлă пулма, çынна хисеплеме, ĕçе юратма вĕрентнĕ. Çывăх çыннăмăрăн çутă сăнарĕ яланах пирĕн асра, чĕрере упранĕ.
Л. ВАСИЛЬЕВА, хĕрĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)