Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СПОРТСМЕНСЕНЕ АСĂНСА

10 июня 2015 г.

Нăрваш Шăхалĕнче кăçалхипе улттăмĕш хут тĕрлĕ çул сарăмсăр вилнĕ çамрăксене асăнса мини-футбол вăййисене ирттереççĕ. Ăмăртăва кашнийĕнчех 6-8 команда пуçтарăнать. Малтанах вĕсем икĕ ушкăнра тупăшаççĕ. Пĕрремĕшĕнче Шупашкарти "Стоматолог", "Шăхаль", "Молодцыгин урамĕ", иккĕмĕшĕче "Пулевей", "Ветерансем", "Студентсем" командăсем пулчĕç. Ветерансен ушкăнĕнче республикăри паллă çынсем _ гуманитари институчĕн директорĕ Ю. Исаев, шăл тухтăрĕ С. Мулендеев, налук инспекторĕн отставкăри майорĕ А. Алексеев та вылярĕç.

Вăйăсем кашни ушкăнрах çивĕч те интереслĕ иртрĕç. Уйрăмах "Стоматологсемпе" "Ветерансем" тыткăнларĕç. Çивĕч тупăшура çамрăксем 2:1 шутпа парăнтарчĕç. "Шăхаль" тата "Студентсен" командисем те маттур вылярĕç. Ял халăхĕ хавхалантарса тăни те вырăнтисене 1:0 шутпа çĕнтерме май пачĕ пулас. "Стоматологпа" Шăхаль" командăсем турнир чемпионĕн ятне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Шăл тухтăрĕсем парăнтарчĕçех. Виççĕмĕш вырăншăн вара студентсемпе ветерансем вылярĕç. Вăйă никам çĕнтерейменнипе вĕçленнĕрен судьясем пенальти таптарчĕç. Çамрăксем виççĕмĕш вырăна тухрĕç.

Ăмăрту çĕнтерỹçи иртнĕ çулхи пекех "Стоматолог" пулчĕ, иккĕмĕшĕнче _ "Шăхаль", виççĕмĕш вырăнта "Студентсен" командисем. Мала тухнисем тата призлă вырăнсене йышăннисем ятарлă дипломсемпе парнесем илчĕç. "Чи лайăх вылякан" ята А. Яковлев ("Стоматолог"), "Чи лайăх тапăнса вылякан" _ С. Ефимов ("Шăхаль), "Чи лайăх вратарь" _ В. Мыльников ("Ветеран"), "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" _ А. Никитин ("Студенты") пулчĕç.

В. БОРОДКИН

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика