Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мулендеев парнисемшĕн

03 июня 2015 г.

 Вăрманхĕрри Шăхаль _ Ясная Поляна çул çинче велосипед спорчĕн тăватă енĕпе СССР спорт мастерĕн удостоверенийĕсене илме пултарнă, Чăваш Республикинчи велосипед спорчĕн федерацийĕн председателĕ, В. Ярды ячĕллĕ велошкул директорĕ В. Мулендеев ячĕпе 14-мĕш хут çамрăк велосипедистсен ăмăртăвĕсем пулса иртрĕç.

Старта тăракансене Валерий Андреевич, В. Бородкин ветеран, спорт мастерĕн кандидачĕ Н. Афанасьев, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ В. Афанасьев, В. Макаров тренер саламларĕç.

Старта малтанах чи кĕçĕннисем тăчĕç. Пĕрин хыççăн тепри 30 çеккунтран хускалса пычĕç. 3 çухрăмлă дистанцие чи малтан Турхан шкулĕнчи пĕрремĕш класри С. Осипов вĕçлерĕ. Иккĕмĕш вырăна С. Александров йышăнчĕ. Виççĕмĕшĕнче К. Сергеев (Нăрваш Шăхаль) пулчĕ. Хĕрачасенчен М. Митрофанова, К. Исаевăпа Д. Никитина çĕнтерчĕç.

Унтан 2003-2004 çулсенче çуралнă çамрăк велосипедистсем тупăшрĕç. 5 çухрăмлă хушша В. Софронов çĕнтерсе хăйĕн çуралнă кунне парне турĕ. Унтан А. Андреев çитрĕ, виççĕмĕш вăхăт А. Чанга кăтартрĕ. Хĕрачасенчен чи пултарулли Турханти вăтам шкулта вĕренекен А. Кудрявцева, иккĕмĕшĕнче _ Т. Юрмина, виççĕмĕшĕнче О. Халимова пулчĕç.

2001-2002 çулсенче çуралнисем вунă çухрăмлă хушăра вăй виçрĕç. Ăна С. Маштаков 16 минут та 36 çеккунтра вĕçлерĕ. Ун хыççăн В. Соколов çитрĕ. Виççĕмĕш вырăнта К. Ларкузов пулчĕ. Хĕрачасенчен И. Богданова матурлăхне кăтартрĕ.

Ăмăртусене 40е яхăн çамрăк велосипедист хутшăнчĕ. В. Мулендеев мала тухнă тата призлă вырăн йышăннă спортсменсене ятарлă дипломсемпе, медальсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысларĕ.

В. МИХАЙЛОВ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика