Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çынна çĕр те савать

18 марта 2015 г.

 Çĕр туртăмĕ вăйлах иккен. Вăл хăйне юратакана тата хисеплекене хăть ăçтан та _ хулана кайсан та, урăх çĕрте ĕçлесен те _ каялла йыхравлатех. Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" ял хуçалăх предприятийĕнче агрономра тăрăшакан Н. Матвеев кун-çулĕпе паллашнă май çак шухăш тата та ытларах çирĕпленчĕ.

Кашни çын профессие тĕр-лĕрен суйлать. Пĕрисем _ ачаранах, теприсем ăнсăртран ăçта ĕçлессине палăртаççĕ. Николай Алексеевича вара хирте кỹмере выртнă чухнех çĕр хăйĕн ытамне илсе акма-лартма пилленĕ-тĕр. Ашшĕпе (вăл уй-хир бригадирĕ пулнă. _ Авт.) уй тăрăх çỹренĕ, ĕçленĕ чухне агроном пулас шухăш тата та ытларах çирĕпленнĕ.

_ 4 класс пĕтернĕ хыççăн лаша кỹлсе улăм, арпа пуçтарма çỹреттĕм. Кăшт аслăлансан вара йĕтемре вăй хунă, тырă миххисене йăтнă. Колхозăн çĕр улми йăранĕсене те çырнă: атте суха пуç тытатчĕ, эпĕ вара лаша çавăтаттăмччĕ. Харăс 10 урхамах кĕрсе каятчĕ, çавăнпа та йăрансене кукăртасран асăрхануллă пулмаллаччĕ, _ тесе аса илет Николай Алексеевич. Чăнах та, ун чухнехи ачасем каникулта урамра тусан тустарса йыт хỹри çеç пăрса çỹремен. Укçа ăçтан тата мĕнле пулнине те пĕлнĕ, çăкăра та хакланă. Йывăрлăхсене парăнтарма та пĕчĕклех вĕреннĕ. Çакă ăна пурнăç тăршшĕпех пулăшнă.

Салтакран килсен Шупашкарта ĕçе вырнаçнă пулсан та Н. Матвеев шавлă хула пурнăçĕ пачах та ăна валли маррине туйса илнĕ хыççăн çуралнă ялне, Вăрманхĕрри Шăхальне, каялла таврăннă. Яша кунта кĕтсех тăнă: клуб заведующийĕ пулма шаннă. Каярах ял совечĕн секретарĕн ĕçĕсене туса пынă. 1979 çулта Н. Матвеева ял совет председательне суйланă. Шăпах вăл вăй хунă тапхăрта Нăрваш Шăхаль ял совечĕ республикăри социализмла ăмăртура (200 ытла ял совечĕ хушшинче!) пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Анчах пурнăçăн çĕр тĕрлĕ сукмакĕ ăна хуçалăхах илсе çитернĕ.

Кăвапи çĕрпе çыхăннăран Николай Алексеевича "Труд" кооперативăн уй-хир бригадирĕн тивĕçне пурнăçлама шаннă. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче ятарласа агроном пĕлĕвне илнĕ пулсан та хирсене урлă та тăрăх утса тухнă ашшĕн канашĕсем вара чи пахисем пулнă. Вĕсене вăл паян та асрах тытать.

_ Кашни çур аки умĕн аттен ырă йăлине малалла тăсса уйсем тăрăх çуран утатăп, хăш лаптăк йĕпе, хăшĕ типме пуçланă _ йăлтах пăхатăп. Хирте çỹреме питĕ юрататăп: чунра та канлĕ, лăпкă. Хăш-пĕр чухне, уйрăмах çуркунне, çĕр сывлани те илтĕннĕнех туйăнать. Хулара пурăнакансем пирĕн пек кăкăр тулли те сывлаймаççĕ вĕт, _ тет Н. Матвеев хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарнă май.

Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман, çитменнине çанталăкĕ те ялан пĕр пек килмест. Çумăр витĕр тыр-пула, çĕр улмине пуçтарса кĕртнĕ самантсем, пăрçана алăпа çулнисем нихăçан та асран тухмаççĕ. 1985 çулта Ясная Полянăран пĕр гектартан вăтамран 67 центнер сĕлĕ пуçтарса кĕртни те манăçмасть.

Çынна ĕçне кура хаклаççĕ, теççĕ. Николай Алексеевич Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине, 2012 çулта "Районти чи лайăх агроном" ята илме тивĕçнĕ. Çавăн пекех вăл "Труд" ял хуçалăх предприятийĕн хисеплĕ ĕçченĕ" те. Сăмах май, çак ята унăн ашшĕ те илнĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика