Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пурнăç йĕрки _ çитĕнỹ тупсăмĕ

07 марта 2015 г.

Районта иртекен кирек хăш спорт ăмăртăвне илес пулсан та унта Нăрваш Шăхальсем хастар хутшăнаççĕ. Хутшăнаççĕ çеç мар, чылай чухне малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Çакă çитĕнекен ăрăва ачаранах спортпа туслă пулма явăçтарнипе те çыхăннă пулас. Хĕллехи вăхăтра кашнийĕ йĕлтĕр çине тăрать пирĕн. Спорт хатĕрĕсем шкулта та, килĕсенче те пур.

"Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2015" чупăва мĕнпур йышпах тухрăмăр. Икшер класăн старта тăчĕç. Çĕнтерỹçĕсем пурте призлă пулчĕç. Ял тăрăхĕн администрацийĕ вĕсене пылак çимĕçпе те сăйларĕ. Шкула пĕр мăшăр йĕлтĕр пани те хавхалантарать.

Вĕренекенсем вырăнта, районта, республикăра иртекен ăмăртусене тухма нихăçан та хирĕçлемеççĕ. Алла аттестат илсе ялтан кайнисем те йăлана кĕнĕ турнирсене килсех тăраççĕ. Ю. Николаев, А. Михайлов, А. Яковлев, Д. Лаврентьев, Д. Никитин, В. Афанасьев тата ытти студентсем кĕçĕннисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. И. Хитров, Н. Елкин, В. Бородкин, Н. Кузьмин призĕсемшĕн ирттерекен волейбол, Треньелĕнчи А. Красновăн футбол турнирĕсене пĕр çул та сиктермен эпир. Кỹкеçре пулакан "Ял вăййисем" ăмăртусене çирĕмшерĕн каятпăр. Йĕпреçри турнирсене кашнинчех хутшăнатпăр. Чылайăшне шкул ачисемпе пĕрлех аслисем те явăçаççĕ.

Пĕр кун мечĕк тытса, тепринче йĕлтĕр çине тăрса е виççĕмĕшĕнче чупса çитĕнỹ тăваймастăнах. Çавăнпа та хăнăху кирлĕ. Ачасем уроксем хыççăн та йĕлтĕрпе ярăнма тухаççĕ. Юн кунпа эрне кун волейбол секцийĕсем ĕçлеççĕ. Тренировкăсем хыççăн ăмăртусене хутшăнма та кăмăллă. Акă Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисен уявĕнче çуллен тĕрлĕ енлĕ ăмăрту иртет. 4 команда _ учительсен, студентсен, шкул ачисен, ял çамрăкĕсен _ тупăшăва тухать вĕсенче.

Камран тĕслĕх илмелли пур ачасен. Педагогика коллективĕ те спортпа туслă пирĕн. Спартакиадăна хутшăнса хĕрарăмсем волейболпа пĕрремĕш, арçынсем иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Йĕлтĕр эстафетинчи иккĕмĕш вырăн та савăнтарать. Шывра ишессипе пулакан ăмăртăва та хутшăнакансем пур. Ку енĕпе В. Платонова шкул директорĕ пуçарулăх кăтартакансенчен пĕри. 5 ача амăшĕ М. Николаева та çуран, йĕлтĕрпе чупассипе, ытти вăйăсенче те хастар.

Кунта çакна палăртса хăварни те вырăнлă пулас. Кирек хăш вăййа хутшăнас тесен те тренировкăсем туса пиçĕхме спорт инвентарĕсем çителĕклĕ кирлĕ. Ку енĕпе вĕсем пирĕн пурах.

Шкул директорĕ В. Платонова хăй те пуçаруллă. Спонсорла пулăшу кĕрекен укçа-тенке те, бюджетран хурăнаканнине те çак тĕллевпе усă курма тăрăшать. Çавна май пуçламăш классем валли йĕлтĕр комплекчĕсем, волейбол тупписем, теннис ракеткисем туянма пултарнине те çаксемпех çыхăнтармалла. Шкул ачисем çĕнĕ сăн кĕртнĕ спорт залне уроксене тухаççĕ. Кăмăллă. Ятарлă программăна кĕрсе çак ĕçе пурнăçлама пултарнишĕн савăнмалла. Кунта та алă усса ларманни сисĕнет. Пĕрлех пулăшуçăсен вăйне те туятпăр. Волейбол сеткине туянма, хăш-пĕр краскăсене илме аслисемех хутшăнчĕç.

Шкултан вĕренсе тухса кайнă çĕре кашни ачах спортра пиçĕхсе çитет. Кăçалхи вунпĕрмĕшсем те çавах. Паянхи кун чи матуррисем шутланаççĕ вĕсем. Пĕрлех П. Павлов, А. Шлаев, И. Филиппов, Д. Кудряшов, Михаилпа Максим Федоровсем, хĕрачасенчен Е. Николаева, А. Мулендеева, Е. Адикина тата ыттисем вуншарăн чунĕпех спорта парăннăскерсем. Спортпа ачаран туслашса ỹснин тепĕр лайăх енĕ те пур. Ỹссе çитĕнсен те пирус туртассипе эрех-сăра ĕçессине сивлеççĕ вĕсем. Сăмах май çакна палăртма та кăмăллă: педагогика коллективĕнче пирус туртакан та çук пирĕн. Çитĕнекен ăрăвăн воспитани илес ĕçре ку енĕпе те камран тĕслĕх илмелли пурах.

В. БОРОДКИН, ШКУЛТИ ФИЗКУЛЬТУРА УЧИТЕЛĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика