Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăлатлă вĕçмесĕр упрар тăван чĕлхемĕре

18 февраля 2015 г.

 Тĕнчери чĕлхе кунĕ çывхарнăран, Литература тата Константин Иванов çулталăкĕ пынăран Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкула çитсе килес шухăш çуралчĕ. 33 çул чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н. Павлова ачасемпе мĕнле мероприятисем ирттерме палăртнă е тата шкул администрацийĕ ку енĕпе мĕнле пулăшса пырать?

_ Шкулта иртекен кашни мероприятине ачасенчен пуçласа ертỹçĕ таранах явăçаççĕ. Литература тата Константин Иванов çулталăкĕсене чыслă лару-тăрура уçрăмăр. Ачасем паллă поэтсен (К. Иванов, Çеçпĕл Мишши, Митта Ваçлейĕ, П. Хусанкай...) сăввисене пăхмасăр вуларĕç. "Нарспи" поэма сыпăкне выляса кăтартрĕç. "Икĕ хĕр" композици илĕртỹллĕ тухрĕ. Кĕвĕ çеммипе Çеçпĕл Мишши Анастасия Петровна патне çырнă çырусене вуларĕç. Р. Сарпипе И. Тукташ сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсем шăранчĕç. _ Нина Ивановна, сирĕн шкулта ачасем тăван чĕлхене юратса вĕренни туйăнать-и?

_ Туйăнать. Çавăнпа мероприятисем ирттерме те çăмăл. Олимпиадăсемпе конкурссенчен те аякка юлмаççĕ вĕренекенсем. Айхи, Сарпи вулавĕсене пысăк йышпа хутшăнаççĕ. О. Митрофанова, акă, районти олимпиадăра çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Республикăна кайма хатĕрленет. 7 класри С. Васильев иртнĕ вĕренỹ çулĕнче "Ман юратнă кĕнеке" темăпа сочинени çырса район тулашĕнче пĕрремĕш вырăна тухрĕ. К. Васильева дистанциллĕ олимпиадăра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. "Букварьтен илемлĕ литературăна çитиччен" конкурса А. Калькинăпа кайрăмăр. "Туслăх хĕлхемĕ" тупăшура В. Калькинăпа З. Шалтынова çĕнтернĕччĕ тата ытти те.

_ Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен, теççĕ. Ачасен чĕлхене вĕренес туйăмĕсене вăйлатса пырас тесен хăвăрăн тавра-курăма та аталантарсах пымалла вĕт-ха.

_ Çапла. Районта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен учительсен фестивалĕ иртет. Кăçалхипе вăл виççĕмĕш хут пулать. Унта хутшăнатăпах. Турханти вăтам шкулта уçă урок пама хатĕрленетĕп. Район тулашĕнчи семинарсемпе канашлусенчен пĕрре те юлман. Вĕсенче мĕн те пулин çĕннине илме пулатех.

Шкулта уроксене çĕнĕ мелпе, компьютер пулăшăвĕпе ирттерме май пулнишĕн савăнатăп. Шкулта та уçă уроксем ирттерме тăрăшатăп. 7 классемпе П. Хусанкайăн "Таня" поэмине пăхса тухнă чухне ăна хаклама ытти учительсене те чĕнтĕм. Çак урокра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине те палăртса хăварма тăрăшрăм. Ачасем автор Таня сăнарĕпе Совет салтакĕн паттăрлăхне мĕнлерех çутатнине çăвара шыв сыпнăн итлесе ларчĕç.

_ Уроксене вырăнти материалсемпе çыхăнтарма та тивет-тĕр? _

Тăрăшатăп. Шкулта ĕçлекенсен тата ачасен вăйĕпе краеведени музейĕ йĕркелерĕмĕр. Унта авалхи тумтиртен пуçласа паянхи кунчченхиех пур. А. Исаев тăрăшнипе истори докуменчĕсене сахал мар пуçтарнă. Тăван ялтан вăрçа тухса кайнă çынсем çинчен чылай материал хатĕрленĕ. Каялла таврăнайманнисен вил тăприйĕсене шыраса тупнă. Сахал мар ĕçленĕ, паллах. Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем те упранаççĕ. Вăрçă темипе çырнă произведенисене тишкернĕ чухне музея кĕретпĕр.

_ Кашни вĕрентекен хăйĕн предмечĕпе тарăнрах пĕлỹ парассишĕн тăрăшать ĕнтĕ.

_ Мĕн вĕренни асра юлтăр тесе класс тулашĕнчи мероприятисенче те тимлĕх уйăратпăрах. Тĕнчери чĕлхе кунĕнче, акă, сăвă вулакансен конкурсне ирттересшĕн. "Эсĕ чăваш чĕлхине тĕплĕн пĕлетĕн-и?" вăйă йĕркелеме палăртнă. Февралĕн 21-мĕшĕнче шкула килекен кашни ачанах ваттисен сăмахĕ каласа кĕртесшĕн е тупмалли юмах парса вĕсен хуравне илесшĕн. Кун пирки вĕренекенсем хăйсем те пĕлеççĕ, хатĕрленеççĕ. Улттăмĕшсем "Малтанхи утăмсем" кружока çỹреççĕ. Е. Каюкинан, М. Осипован, М. Селиванован, В. Софроновăн пултарулăхĕ ỹссе пыни куçкĕрет. Шкулта уйăхсерен "Шăхаль сасси" хаçат тухса тăрать. _ Ашшĕ-амăшĕпе тытакан çыхăну пирки ыйтса пĕлес-шĕн...

_ Кирек хăçан та пулăшма хатĕр вĕсем. "Шăхаль пики" конкурс ирттересшĕн. Паллах, аслисен хутшăнăвĕсĕр мар. Первомайскинчи шкулта вĕренекенсемпе туслă çыхăну тытатпăр. Кайса-килме каллех пулăшаççĕ. Пухусене çỹреççĕ. Чăваш йăли-йĕрки ăруран-ăрăва куçса пытăр тесе тумсене çĕлеттерме те, мероприятисем ирттернĕ çĕре хутшăнма та ỹркенмеççĕ. П. Хусанкай калашле, эпир пулнă, пур, пулатпăр та.

_ Хăюлăхăр нихăçан та ан чактăрах. _ Тавах.

А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика