Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АКАНА ХАТĕРЛЕНЕççĕ

18 февраля 2015 г.

Хĕвел тỹпенелле аванах хăпарчĕ. Хушăран ăшшăн çеç пăхса илет те çуркунне çывхарнине систерет. Кунсем вăрăмланни те хĕл ыйхинчен вăранма вăхăт çитнине пĕлтерет. "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕнче яваплă тапхăра валли хатĕрленме пуçланă. Кăçал кунта 747 гектар тырă, пĕр çул ỹсекен курăксем _ 153, викăпа горчица хутăшне _ 82, çĕр улми 100 гектар çитĕнтерме палăртнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене тасатнă, кондицие лартнă. Халь хуçалăхра ĕçлекенсем викăпа сĕлле хутăштараççĕ. Ăна ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм çынсем туянаççĕ. Çавăн пекех горчица та сутлăх пур. Иртнĕ çулсенче ăна Архангельскинченех килсе илнĕ. Халь те унтан шăнкăравласа вăрлăх пуррипе кăсăкланнă.

_ Тухăç мĕнле пуласси вăрлăхран нумай килнине шута илсе кĕрхи тулла, урпана, сĕлле çĕнетме палăртрăмăр. Çĕр улминне нумай пулмасть кăна улăштарнăччĕ _ Ленинград облаçĕнчен илсе килнĕччĕ. "Аврора" тата "невский" сортсем пирĕн тăрăхра лайăх çитĕннине кура çаксене кăна лартасшăн. Минераллă удобренисемпе гербицидсем хальлĕхе çук-ха, вĕсен хакĕсене 2 хут та ỹстернĕрен туянма тăхтаса тăрас терĕмĕр, _ терĕ хуçалăхăн тĕп агрономĕ Н. Матвеев.

Юлашки çулсенче ялсенче хуçалăх ĕçне хутшăнакансем сахалланса пыраççĕ. Нăрваш Шăхалĕнче вĕсем ытлашшипех теме çук, анчах тырра алласа тасатма 20 çынран кая мар тухать. А. Тукмакова, И. Раськина, Л. Митрофанова, П. Такмаков, М. Ульянов, Н. Терентьева склад заведующине тата ыттисене те кулленех курма пулать. Çакă ял хуçалăх предприятийĕ шалупа кашни уйăхрах татăлса пынипе тата йĕтемре тăрăшакансене тырă йỹнĕ хакпа _ пĕр килограмне пĕр тенкĕпе _ панипе те çыхăннă.

Ака ăнăçлăхĕ техникăран та нумай килнине шута илсе управа лартнă кăкарса çỹремелли хатĕрсене, тракторсене çак кунсенче юсама пикенесшĕн. Юсав пайĕсене илсе килме пуçланă.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика