Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нăрваш Шăхальсемшĕн пысăк парне

17 января 2015 г.

 Спортпа сывлăх декадинче Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта Çĕнĕ çула çĕнелнĕ спорт залĕ уçăлчĕ. Çак савăнăçа пайлама кунта хăнасем те йышлă килчĕç. Район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Калмыков, район Пухăвĕн депутачĕсем Н. Михайловпа А. Краснов, ял тăрăхĕн ертỹçи Н. Айкин, хĕллехи спорт центрĕн директорĕ Н. Николаев, В. Ярды ячĕллĕ олимп резервĕсен шкулĕн директорĕ В. Мулендеев, республикăри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федераци президенчĕ, Патăрьел ентешлĕхĕн председателĕ В. Семенов тата ыттисем те.

Культура керменĕнче ĕçлекенсем те айккинче юлмарĕç. "Асамат кĕперĕ" тата "Утмăлтурат" ушкăнсем В. Бородкин кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарчĕç. Кĕçĕн классем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Тепĕр сăлтав та пур. Çак кун Шăхальте волейболистсен йăлана кĕнĕ турнирĕ иртрĕ. Вăл 21-мĕш хут пулчĕ. Ăна çулленех В. Бородкина халалласа йĕркелеççĕ. 75 çул тултарнă спорт ветеранне сумламалăх та пур.

Шăпа янă хыççăн "А" ушкăнра Нăрваш Шăхальсем, "Ентешлĕх" тата "Урмай" командăсем, "Б" ушкăнра "Шимкуссы", "Строительство техникумĕ" тата "Максимум" командăсем, "В" ушкăнра "Инвал", "Тарханы" тата "Сугуты" командăсем выляма тивĕç пулчĕç. Вăйăсем çав тери çивĕч те интереслĕ ирт-рĕç. Финалти пая вара виçĕ команда ("Максимум", "Инвал", "Урмай") тухрĕç. "Максимум" "Урмай" ушкăнран 2:0 шутпа выляса илсе пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта пĕлтĕрхи çĕнтерỹçĕ Шупашкарти "Инвал", виççĕмĕшĕнче вара Комсомольски районĕнчи "Урмай" спортсменĕсем пулчĕç.

Тỹресен коллегийĕ "Чи лайăх вылякан" ята "Максимум" командăри И. Карзакова пама сĕнчĕ. Ăна В. Исаев предприниматель кубокпа парне парса хавхалантарчĕ. "Чи лайăх тапăнса вылякан" К. Кондратьев пулчĕ. Вăл А. Трифонов аллинчен асăнмалăх парне илчĕ. "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" ята В. Данилов тивĕçрĕ. Ăна В. Маркиданов спорт маçтăрĕ саламларĕ. "Чи çамрăк тата аслă вылякан" ятсене 17 çулхи В. Афанасьев тата 60ти А. Кузьмин тивĕçрĕç.

Çĕнтерỹçĕсем тата призлă вырăнсене йышăннă командăсем ятарлă кубоксемпе медальсемлĕ пулчĕç. Шупашкарти В. Ярды ячĕпе хисепленсе тăракан велошкул ертỹçи, 4 хутчен спорт мастерăн удостоверенине тивĕçнĕ В. Мулендеев ялти И. Калентьева ячĕллĕ филиала "ГаЗель" çăмăл автомашина парса чысларĕ.

Шкул спорт залне "Единая Россия" съездĕнче тăратнă сĕнĕве пурнăçа кĕртнĕ проектпа килĕшỹллĕн юсаса çĕнетнĕ. Çакăншăн В. Платонова ертỹçĕ хĕпĕртенĕвне пытараймарĕ. Çĕнетỹ ял шайĕнче спорта аталантарас ĕçе тивĕçлĕ туса пыма май паратех-çке.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика