Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăххисен хушшине районтан икĕ хуçалăх кĕнĕ

08 ноября 2014 г.

 РЕСПУБЛИКА Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăхне аталантарас тата ял хуçалăх продукцийĕпе апат-çимĕçне рынокра йĕркелесе пырас тĕлĕшпе йышăннă патшалăх программине пурнăçлас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленĕшĕн, 2014 çулта производствăпа экономика кăтартăвне лайăхлатнăшăн чи кăтартуллă муниципаллă районсемпе агропромышленность комплексне кĕрекен организацисене дипломсем тата укçан парса хавхалантарнă. Лайăххисен хушшине пирĕн районтан та икĕ хуçалăх кĕнĕ. Ял хуçалăх производствине эффективлă майпа аталантарса пынăшăн акционерсен "Батыревский" обществине пĕрремĕш вырăншăн 65, "Труд" ял хуçалăх кооперативне техникăна управа лартассипе кăтартуллă ĕçленĕшĕн 45 пин тенкĕ парса хавхалантарнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен харăсах çакнашкал чыса икĕ пысăк коллектив йышăнни питĕ кăмăллă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика