Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника хăйне пăхнине юратать

22 октября 2014 г.

Уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ май Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" ял хуçалăх кооперативĕнче ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче техникăна хĕле хатĕрлесе лартассипе тата вырман малтанхи пĕтĕмлетĕвĕпе республика шайĕнчи канашлу иртрĕ. Унта Ял хуçалăх министрĕ С. Павлов тата унăн çумĕ А. Самаркин, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсене тата ытти техникăна тĕрĕслесе тăракан инспекци начальникĕ В. Димитриев, Гостехнадзорăн районсенчи инспекторĕсем, районти ял хуçалăх предприятийĕсен тата фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç.

Канашлăва килнисем чи малтанах хуçалăхăн техника паркне çитсе курчĕç. Кунта комбайнсене тата кăкарса çỹремелли хатĕрсене тирпейлесе лартнă. Урапасене шуратнă, сивĕре юрăхсăра тухакан япаласене пуçтарса хунă. Механизаторсене те ĕçлеме условисем туса панă. Акă, çĕмрĕлнĕ тракторсене юсама мастерской пур. Паркпа тата тĕплĕнрех паллашма çумăр çуни чăрмантарчĕ.

Канашлăвăн иккĕмĕш пайĕ Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта иртрĕ. Семинара С. Павлов министр ертсе пычĕ. Вăл техникăна хĕле хатĕрлесе лартассипе тимлĕх кашни хуçалăхрах уйăрмаллине витермеллех каларĕ. Унтан "Труд" предприяти ертỹçи Н. Михайлов хуçалăхăн ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарнă май пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен, çĕр улми вăрлăхне туса илессипе тăрăшнине, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ патне те тимлĕх уйăрнине, йыша ỹстерсе пынине палăртрĕ. Кăçал техника паркне пуянлатас тĕллевпе хурçă "ут", сеялка тата ытти кăкарса çỹремелли хатĕрсем туяннине пĕлтерчĕ.

Районăн социаллă аталанăвĕпе тата экономики çинче район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех вăл вырман малтанхи кăтартăвĕсем пирки те каласа пачĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 18650 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 4000 ытла çĕр улми, 436 гектар пахча çимĕç çитĕннĕ. Çанталăк лайăх тăнипе усă курса кĕрхи ĕçсене кĕске вăхăтра вĕçленĕ. Тухăç палăртнă чухлех пулманни кăна хресчене пăшăрхантарать. Юлашки çулсенче типĕ кунсем нумайрах килнине шута илсе хуçалăхсенче акнă-лартнă культурăсене шăварма пуçларĕç. Кăçал 118 гектара вăхăтран-вăхăта йĕпетсех тăнă. Пĕлтĕр мелиораци системине пурнăçа кĕртме патшалăх районти 5 хуçалăха 4 млн тенке яхăн панă.

Техника паркĕ _ ял хуçалăхĕнче тĕп шăнăрсенчен пĕри. Пирĕн тăрăхра 921 трактора шута илнĕ, унтан 287шĕ _ агропромышленность комплексĕн. Çавăн пекех тыр-пула пухакан _ 82, çĕр улми пуçтаракан _ 12, выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлекен _ 16 тата сахăр кăшманĕ кăларакан пĕр комбайн пур. Çулталăк пуçланнăранпа тĕрлĕ модификациллĕ 40 хурçă "ут" туяннă.

Республикăри вырма кăтартăвĕсем тата патшалăх паракан пулăшусем пирки министр çумĕ А. Самаркин каласа пачĕ. Техникăна хĕле хатĕрлесе лартассипе В. Димитриев сăмах пуçарчĕ. Вăл Чăваш Енре ял хуçалăхĕнче усă куракан транспортсен шучĕ ỹснине палăртрĕ. Хурçă "утсене" патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларассипе ял хуçалăх предприятийĕсем аван тăрăшнине асăнчĕ. Кăтарту пĕлтĕр _ 62,9, кăçал 72 процентпа танлашнă.

Техника хăрушсăрлăхне пăхăнасси те яланах тĕп вырăнта тăмалла.

Канашлура ытти темăсене те хускатрĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика