Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂЛĂХА ЫР ТУНИ СĂВАПЛĂ

18 октября 2014 г.

_ Çĕр çинче мана кам хỹтĕлĕ-ши? _ тесе ыйтнă тет ача çуралас умĕн Турăран.

_ Санăн унта чи çывăх çын пулĕ, вăл сана инкек-синкекрен сыхлĕ. Эсĕ ăна "анне" тесе чĕнĕн, _ терĕ тет çỹлти хуçа.

Хĕрарăма чăннипех те телейлĕ теме пулать, мĕншĕн тесен унра ача тĕвĕленсе чун илет, çут тĕнчене килет. Çĕнĕ "кайăк" чи хаклă ылтăн-кĕмĕлтен те пахарах, унăн кулли хĕвелĕннинчен те çутăрах! Анчах пурнăçра шуррипе хури юнашарах çỹреççĕ. Чĕре айĕнче 9 уйăх йăтса çỹренĕ пепке те ытлашши пулма пултарать иккен. Çап-çамрăклах йăнăш утăм туни, эрех-сăрапа иртĕхни, çăмăл пурнăç шырани... _ сăлтавĕ тĕрлĕрен. Юрать-ха патшалăх тăлăхсене хăйĕн хỹттине илет. Тумтирне те тăхăнтартать, апатне те çитерет, пĕлỹ илме те пулăшать. Пурте пур, çапах çитĕнекен ăрăва анне-атте ăшши те кирлĕ-çке! Интернатри хăш-пĕр ачан та çуралнă чухне кăвак хуппи уçăлса илнĕ самант пулнă пуль, мĕншĕн тесен пирĕн хушăри пысăк чунлă çынсем чĕрери юратăвне ют варта выртнисене те парнелеççĕ. Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи Капитоновсем те вĕсен йышĕнче. Галина Павловнапа Владимир Николаевич 4 ача _ 3 хĕрпе 1 ывăл _ çуратса ỹстернĕ. Пурне те тивĕçлĕ воспитани парса, телей пиллесе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

_ Ачасем умлă-хыçлă килтен тухса кайрĕç, çурт пушанчĕ те юлчĕ. Пахчара, картишĕнче ĕçлесе çỹренĕ чухне нимех те мар пек, анчах киле кĕрсен ялан тунсăх пусатчĕ. Çакăн чухне ача усрава илесси пирки шухăшлама пуçларăм. Мăшăрăм хăй те ачасене питĕ юратать, çавăнпах пуль хирĕçлемерĕ. Хĕрсемпе те, ывăлпа та канашларăмăр, вĕсем те пирĕнпе килĕшрĕç. Паян вара çурт туллирен чун савăнса кăна тăрать, _ тесе пуçларĕ Г. Капитонова калаçăвне. Чăнах та, пукане пек чипер 3 хĕр ача пỹртре чупса çỹренĕ чухне мĕнле хĕпĕртемĕн-ха? Кашнийĕ тата çепĕççĕн кăна "анне", "атте" тесе чĕнет. Тунсăхласа çитсен пĕчĕкскерсем чĕрçе çине вăшт! кăна пырса ларса хăйсен пĕчĕк аллисемпе хыттăн-хыттăн çупăрлаççĕ те _ ывăнни те, ыратни те, вăй пĕтни те туххăмрах иртсе кайнăн туйăнать. Амăшĕпе юнашар çỹрекен чиперуксене курсан телей тени мулра маррине, ачасенче иккенне тепĕр хут ăнланса илетĕн. Шел, тăван ашшĕ-амăшĕ пепкисен юратăвĕсене курмаççĕ... Капитоновсен çемйине лекмен пулсан çак ачасен шăпи мĕнлерех пулатчĕ-ши? Чи ăшă та çепĕç сăмахсене _ атте-анне тесе _ каласа кураятчĕç-ши? Кĕнекери пĕр-пĕр произведение вуланă е калаçнă чухне калатчĕç пуль-ха, анчах вăл чунтан тухаканни мар-çке. Виçĕ хĕр _ Наташа, Кристина, Алиса. Виççĕшĕ те республикăн виçĕ кĕтесĕнче çуралнă, виççĕшĕн те виçĕ тĕрлĕ шăпа. Анчах пĕрешкелли те пур _ чи çывăх çыннисемшĕн вĕсем ытлашши пулнă.

Капитоновсен ача усрава илес шухăш аталаннăçем аталанса пынăран ĕмĕтленнине пурнăçлас тĕллевпе тăлăхсен çурчĕсене пĕрин хыççăн теприне шăнкăравланă. Анчах çуллахи каникул пуçланнă май аслăраххисем санаторисенче хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетнĕ. Шăп çакăн чухне вĕсем Çĕнĕ Шупашкарти больницăра амăшĕ пăрахса хăварнă 2 çулти чиперкке пуррине илтнĕ. Пĕр шухăшламасăрах мăшăр çавăнта çул тытнă.

_ Куртăмăр та хĕр ачана _ тỹрех чуна тыткăнларĕ. Пĕчĕкскер, хураскер. Хамăр ачасене те тỹрех килĕшрĕ. Вара киле илсе килтĕмĕр. Пире ăсатма больницăра ĕçлекенсем те, сывалакансем те тухрĕç. Пĕр хĕрарăм вара йĕрсех юлчĕ: Кристина ăна "анне" тесе чĕннĕ иккен, _ сăмах çăмхи сỹтĕлнĕ май иртнĕ кунсене тепĕр хут таврăнчĕ Галина Павловна.

Йышлă ачана хăнăхнăран, чĕрери юрату ăшши тата та пуррине туйнăран пĕр пепке сахал пек туйăннă Капитоновсене. Калаçма кăна вĕренме пуçланă Кристина пĕччен тунсăхлăн çỹрени те вĕсене татăклă утăм тума хистенĕ. Нумай пуç ватман Галина Павловнăпа Владимир Николаевич _ Канаша кайнă. Çапла çемьене иккĕмĕш класа çỹрекен Наташа хутшăннă. Виççĕмĕшне вара, Алисăна, хăйсен ачисем "пĕчĕкки кирлĕ" тесе ыйтнипе илнĕ. Чи кĕçĕнни Улатăр хĕрĕ.

Паян çуртра хаваслă шăв-шав тăрать. Ачаллă пỹрт пасар, тесе ваттисем ахальтен каламан çав. Уйрăмах каçхине, ашшĕ ĕçрен таврăнсан, кун каçа тунсăхланăран пурте ун тавра çỹреççĕ. Анне ăшши ачаш пулсан, аттен хĕрỹллĕрех пек. Владимир Николаевич кашнийĕшĕнпе выляма, калаçма вăхăт тупать. Пурте пĕрле апат çиме сĕтел хушшине ларсан Галина Павловна тĕпренчĕкĕсем çине ытараймасăр пăхать: пĕринчен тепри маттуртарах. Виççĕшĕ те халь аванах пысăкланнă. Наташа Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта 6 класра вĕренет. Кристина 6 çулта, çитес çул парта хушшине ларма ĕмĕтленет. 4-ри Алиса килте, амăшĕпе юнашар. Ачасем мĕнпе интересленнине кура вĕсен пултарулăхĕсене аталантарма майсем туса пама тăрăшаççĕ.

Кашни çынна çулсем иртнĕçем йăх-тымар интереслентерме пултарать. Çакна шута илсех ĕнтĕ Владимир Николаевичпа Галина Павловна хăйсен хỹттине илнĕ пепкесен тăванĕсене çыхăну тытма та чармаççĕ.

_ Наташăн амăшĕн йăмăкĕпе телефонпа калаçсах тăратпăр. Вăл посылкăсем те ярса парать. 2-3 çул каялла Кристинăн та тăванĕсем хамăр патах килчĕç. Эпир мĕнле пурăннине, пăхнине курсан: "Халь эпир Кристина шăпишĕн хуйхăрмастпăр", _ тесе хăварчĕç. Ачасене _ кусем _ хамăрăн, лешсем _ усрава илнисем тесе _ уйăрса пăхман. Çиччĕшĕ те пирĕн. Виççĕшне кăкăр айĕнче йăтса çỹремен пулсан та хам çуратнă пекех туйăнаççĕ, _ ачисене çупăрла-çупăрла калаçать хĕрарăм. _ Час-часах мана: "Ашшĕ-амăшне тăван ачисем те манаççĕ, эсир усрава илнисем хăвăра ватлăхра пăхасса кĕтетĕр-и?" _ теççĕ. Яланах ыррине шанмалла. Пире вĕсем пăхаççĕ е çук _ ăна калаймастăп. Анчах ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ _ пепкисене тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларасси. Ỹссе çитсен кĕтсе илсе ăсатса ярасси.

Кил хуçи мăшăрĕпе сыв пуллашнă май çурт умне Кристинăпа Алиса та тухрĕç. Пĕчĕк аллисемпе сула-сулах ăсатрĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика