Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хир пушанать, кĕлет тулать

13 сентября 2014 г.

Хирсем майĕпен пушанса пыраççĕ. Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса пĕтернĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕнче те 932 гектарта çитĕннĕ тĕш тырра кĕлете кĕртнĕ. Улăма ĕне ферми çывăхне турттарса хунă. Çавăн пекех выльăх апатне "Труд" хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнисене тỹлевсĕрех килĕсенех леçме пуçланă.

_ Кĕрхи культурăсен тухăçĕ чаплах пулмарĕ, анчах çурхисем пĕр гектартан 29,8 центнер тухрĕç. Хуçалăх вăрлăхсемпе ĕçленĕ май, çулленех элитăпа е суперэлитăпа кăна усă куратпăр. Çурхи тулă пĕрремĕш репродукциллине куçрĕ, ăна çĕнетме палăртрăмăр. Пирĕн патăрта "симбирцид" ăнса пулнине шута илсе Чĕмпĕрти наукăпа тĕпчев институтне заявка патăмăр та ĕнтĕ. Ăна çывăх кунсенчех илсе килетпĕр. Хамăр та сутатпăр. Викăпа хутăш акнă горчицăн тухăçĕ пире савăнтарчĕ. Иккĕшне те тасатса кондицие лартрăмăр. Нумай пулмасть Астраханьтен вика кирли пирки пĕлтерсе шăнкăравларĕç. Горчицăна туянас текенсем те пур, _ пĕлтерчĕ Н. Матвеев тĕп агроном.

Хуçалăхра çанталăк лайăх тăнипе усă курса ĕç вĕресе кăна тăрать. Кĕрхи культурăсене кăçал 217 гектарта çитĕнтерме планланă. Ыраша акса пĕтернĕ, халь тулă никĕсе хывма пикеннĕ. Сăмах май, вăрлăха куçса çỹрекен фондран илеççĕ. Ĕçе виçĕ кунта вĕçлеме тĕллев лартнă. Кĕрхисене турă аллине пама çĕр хатĕрлесе пĕтернĕпе пĕрех. Н. Юрминпа Н. Лаврентьев механизаторсем юлашки гектарсене культиваци тăваççĕ.

Çĕр улми анинче те техника сасси кĕрлесе кăна тăрать. "Иккĕмĕш çăкăрăн" "невский" сортне "Гримме" икĕ комбайнпа О. Шлаевпа В. Баскаков трактористсем кăлараççĕ. Г. Шлаевăпа А. Петрова "карап" çинчех тымар çимĕçпе пĕрле хăпаракан тăпра муклашкисене суйласа пыраççĕ.

Хуçалăхра çĕр улмине сутиччен вăрлăхлăх хатĕрлесе хурасси йăлана кĕнĕ. Çитес çул 100-120 гектар лартма планланăран 450 тоннăран кая мар пулас тухăçăн никĕсне управа хума палăртнă. Çавăн пекех "иккĕмĕш çăкăр" лартмалли лаптăка хлорпа кали хутăшне те сапнă.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика