10 сентября 2014 г.
НОРВЕГИНЧЕ маунтинбайкăн кросс-кантри енĕпе тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Унта пирĕн паллă спортсмен, Нăрваш Шăхаль пики, районăн хисеплĕ гражданинĕ Ирина Калентьева кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Иртнĕ шăмат кун кросс-кантри енĕпе вăл 21 çеккунт анчах Канада çĕнтерỹçинчен каярах килнĕ. Çак çĕнтерỹ маутинбайкăн икĕ хутчен тĕнче чемпионкине, Пекинри çуллахи Олимп вăййисен бронза призерне, Раççей спорт мастерĕн кандидатне Рио-де-Жанейрăра иртекен Олимп вăййисене хутшăнма май парать.
Спортсменкăн аслă тренерĕ Вячеслав Устинович каланă тăрăх, Ирина спортра чунне парса тăрăшать. Çавăнпах пуль ĕнтĕ çак медале тивĕçсе Раççей командин ятне хỹтĕлеме пултарчĕ. Каласа хăвармалла: 2014 çулхи юпа уйăхĕн 9-11 мĕшĕсенче Чăваш Енре "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ иртет. Унта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем те хапăлласах хутшăнасса шанас килет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)