30 августа 2014 г.
НĂРВАШ Шăхальсем ялта чиркỹ тăвас ĕçе темиçе çул каяллах тытăннă. Пĕр вăхăтра çак ĕç чарăнса ларнăччĕ, халĕ "пăр" вырăнтан тапранчĕ. Николай Çветтуй ячĕллĕ чиркĕве тăвас ĕç хĕрсех пырать. Кĕлĕ çурчĕн стенисене купаласа пĕтернĕ ĕнтĕ, халĕ тăрăшсах тăррине витеççĕ. Çак сăваплă ĕçе ял халăхĕ те хастар хутшăнать.
Турă Амăшĕн (Успени) праçникĕ тĕлне Ростов облаçĕнчи Волгодонск хулинчен чиркỹ валли куполсем илсе килнĕ. Çакă, паллах, пысăк тăкаксăр пулмасть. Ял халăхĕ, уйрăм усламçăсем тăрăшнипе тата Турă пулăшнипе çак чиркỹ ĕçлесе каясса шанас килет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)