27 августа 2014 г.
"Труд" ял хуçалăх предприятийĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕ патне тимлĕх яланах çителĕклĕ уйăрма тăрăшаççĕ. Кунта хăть хăçан та витесене пырса кĕме кăмăллă. Сыснасене иртнĕ çулсенче çулла яланах лагере кăларатчĕç, анчах сыснасен африка чуми пирки калаçма пуçăннăранпа витерен илсе тухмаççĕ. Чир-чĕртен сыхланса йĕри-тавра карта тытса çаврăннă.
Сивĕ кунсене кĕтсе илме хатĕрленсе витесене шуратса дезинфекциленĕ, çĕмĕрĕлнĕ чỹречесене улăштарнă.
_ Хĕл пире хăратмасть. Юсавсем ирттертĕмĕр, апат çителĕклĕ янтăланă. Хăш-пĕр çĕрте кăна урай хăмисене улăштармалла. Транспортера та пăхса янă, вăл халь кăлтăксăр ĕçлет,_ тет фермăри ĕç-хĕлпе паллаштарнă май В. Осипов заведующий.
Паян хуçалăхра180 пуç сысна. Унтан 25-шĕ тĕп ама, 10-шĕ _ тĕрĕслемелли, 3 аçа, самăртма хупни _ 40, ыттисем вара çамрăккисем. Пĕр амаран вăтамран 10 çура илнĕ. Аш-какай хакĕ чакнăран, туса илекен продукцин хăйхаклăхĕ ỹснĕрен кунта та йыша самаях чакарма тивнĕ. Хĕллеччен кĕтĕве пысăклатма палăртаççĕ. Ăна валли пур услови те пур.
Фермăра кадр тĕлĕ-шĕнчен те йывăрлăхсем çук. В. Эриванова, С. Алексеева, З. Осипова сысна пăхакансем, М. Федоров апат турттаракан чылай çул тăрăшаççĕ, хăйсене шаннă тивĕçе кăмăлтан пурнăçлаççĕ.
Пăхман выльăхран тупăш кĕмест. Çурасене вăй илсе кайма "Провими" витамин хушса параççĕ. Çавăн пекех чир-чĕре хирĕç профилактика ирттерме эмелсем яланах алă айĕнче.
Нăрваш Шăхалĕнчи ĕне ферминче те ĕç вĕрет. Пĕлтĕр пĕр вите тăррине çĕнетнĕччĕ, кăçал вара хуçалăх хăй вăйĕпе теприне пуçăннă. Хальхи вăхăтра кунта строительсен бригади вăй хурать. Электричество пăралукĕсем кивелнĕрен вĕсене те тỹрех улăштараççĕ. Ытти витесене юсаса пĕтернĕ, территорине картапа тытса çавăрнă.
_ Паян пирĕн хуçалăхра 360 пуç ĕне-выльăх, вĕсенчен 170-шĕ _ сăвăнаканни. Кĕтĕве çĕнетме 50 пушмак пăру пур. Выльăхсем кăнтăрла уйра çỹреççĕ, каçпа çеç фермăна килеççĕ. Хиртен кĕрсен те вĕсене апат паратпăр. Паян пĕр ĕнерен 13 килограмм сĕт сăватпăр, _ терĕ М. Васильев тĕп зоотехник.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)