23 августа 2014 г.
2014 çулхи юпа уйăхĕн 9 _ 11-мĕшĕсенче Чăваш Енре "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ иртнине Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансемпе уйрăм хастарсем те хапăлласах йышăнчĕç. Мĕншĕн тесен республика чапне ỹстерекен ентешсем пирĕн тăрăхран та сахал мар тухнă. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Нăрваш Шăхаль чиперкки, Ирина Калентьева паллă велосипедистка çеç 2008 çултанпа мĕн чухлĕ çĕнтерỹ турĕ, чап, сум çĕнсе илчĕ! Иртнĕ уйăх варринче çеç Раççей чемпионатĕнче 11-мĕш хут çĕнтерчĕ. Асăннă форума та пирĕн ентешсем хастар хутшăнасса шансах тăратпăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)